Республикӑра пурӑнакансен пуҫаруллă проекчĕсене пурнăҫлама укҫа ытларах уйӑраҫҫӗ
Кӑҫал республика Правительстви вырӑнти халăхăн пуҫаруллă проекчĕсене пурнăҫа кĕртме, общество инфратытӑмне аталантарма май паракан проектсем валли 450 млн ытла укҫа уйӑрма сӗнет. Кун пирки Чăваш Республикин Министрсен Кабинечӗн ларӑвӗнче Чӑваш Республикин Министрсен Кабинечӗн Председателӗн ҫумĕ – финанс министрӗн тивĕҫĕсене пурнăҫлакан Михаил Нoздряков пӗлтернĕ. Чӑваш Республикин "Чӑваш Республикин 2020 ҫулхи тата планпа пӑхнӑ 2021 тата 2022 ҫулсенчи республика бюджечӗ ҫинчен" Саккунне улшӑнусем кӗртесси ҫинчен проекта пăхса тухнӑ май вӑл 2019 ҫулта Чӑваш Енре 263,5 млн тенкӗ пулĕ, Чăваш енре 643 проект пурнӑҫлама ҫитет тенĕ. "Кӑҫал 762 проекта пурнӑҫлама сӗнеҫҫӗ. Ҫав хушӑрах эпир республика бюджетĕнчен те тăкакланма укҫа-тенкĕ палӑртса хуратпӑр. Пуҫаруллӑ бюджет кӑтартӑвӗн программипе 464 млн тенке яхӑн уйӑрма палӑртнӑ", - палӑртнă Михаил Ноздряков.
Унсӑр пуҫне документ республикӑри муниципалитетсен бюджетне 3,5 миллиард тенкӗ трансферт мелĕпе ӳстерме палӑртать. Сӑмахран, картиш территорийӗсемпе тротуарсене тирпей-илем кӗртмелли, муниципалитет вӗренӳ организацийӗсен, клубсен, спорт объекчӗсен пурлӑхпа техника никӗсне ҫирӗплетмелли, вӗренӳ, физкультура тата спорт сферинче вырӑнти пӗлтерӗшлӗ ытти ыйтусене татса памалли хушма майсене пӑхса хӑварнӑ.