Чиновниксене тиркемелли çук, çапах кăлтăк тупăнать

ЧР Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Олег Николаев ертсе пынипе паян иртнĕ ларăвĕнче республикăн ĕç тăвакан влаç органĕсем Раççей Президенчĕн хушăвĕсене пурнăçлассипе çыхăннă дисциплинăна ЧР Пуçлăхĕн Администрацийĕн ертÿçин тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Николай Каргин тишкерчĕ.

Пĕтĕмĕшле илсен чиновниксене тиркемелли çук, çапах «çÿлтен» килекен хушусене вăхăтра тата туллин пурнăçлас енĕпе тепĕр чух кăлтăксем тупăнаççĕ — 2% шайĕнче. Çавна май Олег Николаев та асăрхаттарчĕ: «Ĕç тăвассин дисциплини 98% шайĕнче пулни аван. Анчах хайхи 2% та пысăк пĕлтерĕшлĕ: вĕсен хыçĕнче — влаçсенчен вăхăтра хурав илмен çынсем… Пыл каткинчи пĕр кашăк тикĕт пек… Çынсене ячĕшĕн хуравлани те пулмалла мар. Граждансене йышăннă май унашкал туртăм пуррине хам та курса ĕнентĕм — кунашкаллине ырлама çук».

www.hypar.ru

Николай КОНОВАЛОВ.



Республикăра тухса тăракан хаçат "Хыпар"
26 февраля 2020
17:53
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter