«Халăх ыйтăвĕсем ҫине ячĕшĕн кăна хурав памалла мар», - тесе асăрхаттарнă Олег Николаев

Олег Николаев: «Отписки на обращения граждан недопустимы»Нарăс уйăхĕн  26-мӗшӗнче Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗн тивĕҫĕсене вăхăтлăха пурнăҫлакан Олег Николаев Министрсен Кабинечĕн черетлĕ ларăвне ирттернĕ.   Кун йĕркинчи ыйтупа республикăн ĕç тăвакан влаç органĕсем Раççей Федерацийĕн Президенчĕн хушăвĕсене   мĕнле шайра пурнăçланипе, ĕҫ дисциплинине епле тытса пынипе Чăваш Республикин  Пуçлăхĕн Администрацийĕн Ертӳçин тивĕçĕсене вăхăтлăха пурнăçлакан Николай Каргин  тĕплĕн паллаштарнă.

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗн Администрацийӗн Ертӳҫин тивĕҫĕсене вăхăтлăха пурнăҫлакан  Николай Каргин хӑйӗн докладӗнче пӗлтӗр тӗрӗслевре 12 пине яхӑн хушу пулнине палӑртнӑ. 2019 ҫулта кӗнӗ документсен шучӗ 2018 ҫулхипе танлаштарсан палӑрмаллах ӳснĕ (12,3%). Пӗтӗмӗшле регионта ĕç тăвассин дисциплини  98% шайĕнче. Чи лайӑх  ĕҫлекеннисем, хушусене вăхăтра пурнăҫлаканнисем: Чӑваш Республикин Ĕҫпе социаллă хӳтлĕх министерстви,  Чӑваш Ен Финанс министерстви, Чӑваш Республикин конкуренци политикипе тарифсен патшалăх служби тата ыттисем.

"Ӗҫ тӑвакан дисциплина - влаҫ органӗсен ӗҫӗнчи чи кирли. Çынсене ячĕшĕн кăна хуравлани пачах та пулмалла мар», - тесе палăртса каланă Чăваш Республикин Пуҫлăхĕн тивĕҫĕсене вăхăтлăха пурнăҫлакан Олег Николаев



27 февраля 2020
13:45
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter