«Террора хирĕҫ кĕрешес ĕҫе обществăлла организацисенче тăрăшакансене активлăрах явăҫтармалла», - тесе каланă Олег Николаев

Олег Николаев: «Нужно активнее вовлекать общественников в процессы противодействия идеологии терроризма»Нарăс уйăхĕн 27-мӗшӗнче Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗн тивĕҫĕсене вăхăтлăха пурнăҫлакан Олег Николаев Чӑваш Республикинче террора хирӗҫ кӗрешессипе ĕҫлекен комиссийĕн ларӑвне ирттернĕ.  Ларăва пухăннисем 2019 ҫулта террора хирĕҫ кĕрешессипе йĕркеленĕ профилактика ӗҫĕсене тишкернĕ,  пĕтĕмлетӳсем тунă, Комплекслӑ плана тухӑҫлӑ пурнăҫласа пымалли пирки ыйтусене пӑхса тухнӑ.

Ҫивӗч ыйтусене сӳтсе явнӑ май Олег Николаев террора хирĕҫ кĕрешес ĕҫе обществăлла организацисенче тăрăшакансене  явăҫтарма сĕннĕ. «Вĕсем пӗрлехи ӗҫе хутшӑнма кăмăл тăваҫҫĕ. Сӑмахран, Чӑваш Енри Ашшӗсен канашӗ, Хӗрарӑмсен союзĕ питӗ усӑллӑ та кирлӗ мероприятисем ирттереҫҫĕ. Ҫавнашкал организацисене мӗн чухлӗ нумайтарах явӑҫтаратпӑр, ҫавӑн чухлӗ тухӑҫлӑрах пулӗҫ пирĕн пĕрлехи ĕҫсем", - палӑртнă Олег Николаев.

Комисси членӗсем  ытларах вӗренӳпе суту-илӳ объекчӗсене террортан хӳтӗлемеллине палăртнă.  

Регион ертӳҫи муниципалитет  пĕрлешĕвĕсенчи объектсен хӑрушсӑрлӑхне ҫирӗплетекен паспорта кĕске вăхăтра тума хушнă.  Паспорта хатĕрлени, террортан хӳтӗленес енӗпе  кирлĕ пек мероприятисем йĕркелесе ирттерме укҫа-тенкӗ уйӑрмалли калӑпӑша палăртма май парать тенĕ вăл.

Вӗренӳ учрежденийӗсене сыхласси пирки ыйтусене хускатнӑ. Палӑртса хӑвартпăр: Шупашкар хулинчи вĕренӳ учрежденийĕсене валли кашни ҫул 300 миллион ытла укҫа куҫармалла пулĕ, вĕсенчен 200 миллион тенкĕ ача сачӗсене сыхлама тăкакланĕ.

Олег Николаев объектсене террортан сыхлассипе ҫыхăннă ĕҫсене комплекслӑ пăхса тухма каланă. Объектсене хăрушсăрлăхпа тивĕҫтерес ĕҫре цифра тытӑмĕпе усă курмаллине, оперативлӑ мерăсем йышăнакан центрӗсем туса хума майсене шырамаллине каланă.

"Сыхласси ҫинчен калаҫатпăр пулсан,  паянхи пурнăҫ таппинче кашни учрежденире  тен хуралҫӑ тăратмалла та мар пулĕ, вӑл пур-пӗрех туххăмрах кирлĕ пек мерăсем йышăнса хăварма ĕлкĕреймĕ. Хӑрушсӑрлӑхпа тивĕҫтермелли ҫĕнĕ технологисем пурнăҫа кĕртмелле, вĕсен пĕлтерĕшĕ пысăкрах", - тенĕ  Олег Николаев.

РФ Конституцине тӳрлетӳсем кĕртес тĕлĕшпе Пĕтĕм Раҫҫейри сасăлав кунне хатĕрленес ĕҫ хĕрӳ пырать. Чăваш Республикин Пуҫлăхĕн тивĕҫĕсене вăхăтлăха пурнăҫлакан Олег Николаев вӗренӳ организацийӗсенче хӑрушсӑрлӑхӑн мӗн пур мерисене тишкерме хушнӑ.

Фоторепортаж



27 февраля 2020
17:50
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter