Сӑр рубежне туни ҫинчен яланах асра тытмаллине каланӑ Олег Николаев

Олег Николаев выступил за сохранение памяти о строительстве Сурского рубежаЧӑваш Ен Пуҫлӑхӗн тивĕҫĕсене вăхăтлăха пурнăҫлакан Олег Николаев хальхи истори архивĕ йĕркеленĕ  «Халăх астăвăмĕ. Çĕнтерĕве упрар!» акцине хутшăннă. Ун чухне вăл паттăрсем пирки ялан асра тытмалли ҫинчен каланă. Обществăлла ĕҫе хутшăнакансен пуҫаруллăхне ырланă, «Тылри манӑҫнӑ фронт: Чӑваш Енре Сӑр рубежне епле тунă" проекта паха тесе палăртнă, ҫак историллӗ пулӑм, тылра ĕҫленĕ халӑх паттӑрлӑхӗ пуриншĕн те тӗслӗх вырăнĕнче пулса тӑнине асăннă Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗн тивĕҫĕсене вăхăтлăха пурнăҫлакан.

"Ҫак историллӗ  пулăма ҫителĕклĕ таран тӗпчесе ҫитермен тесен те йăнăшах мар пулĕ. Тылри ҫӗр пин ытла ҫынсен паттӑрлӑхӗ,  хăйне евĕр пысăк пĕлтерĕшлĕ истори. Ҫак тапхӑрпа ҫыхӑннӑ  ĕҫ хучĕсене нумаях пулмасть тупса тĕпчесе пĕлнĕ.  Кун пирки ҫамрӑк ӑрӑва пĕлтерсех тăмалла", - тесе каланă Олег Николаев.

Аса илтеретпӗр, Сӑр рубежӗ темиҫе республикăпа Совет Союзӗн облаҫӗсенче вырнаҫнă. Оборона линийĕн чи пысăк пайĕ Чăваш Ен урлă иртнĕ. Чӑваш Енре пурӑнакансем тӑшмана хирĕҫ кĕрешнĕ. 1941 çулхи кĕркунне Сăр тăрăхĕпе иртекен оборона линине тума тытăннă, унта пĕтĕмпе  170 пин ытла ҫынна явăҫтарнă. Хăш-пĕр уйрӑм кунсенче строительство  ĕҫĕсене пурнăҫлама 110 пин ҫын тухнӑ. Кашни районӑн хӑйсен ӗҫ ҫыннисене кӗреҫесемпе, лумсемпе, пӑчкӑсемпе тата ытти ӗҫ хатӗрӗсемпе тивӗҫтермелле пулнӑ. Строительство ĕҫĕсене 1942 ҫулта  кӑрлач уйӑхӗн 20-мӗшӗнче вӗҫленӗ пулнă.

"Вĕсем пирки тĕплĕнрех паллашма, вĕренсе пыма  май паракан ӑслӑлӑх центрне туса хумалла, ҫавӑн пекех Наци музейӗнче, Шупашкар хулинче, республикӑри районсенче тĕрлĕ куравсем йӗркелемелле. Ку вӑл историе тĕпчесе пĕлме витĕм кӳрет. Халăх асĕнче ытларах юлĕҫ паттăрсен ĕҫĕсем. Вĕсем пирки пирĕн аса илмелле, çамрăк ăрăва каласа кăтартмалла", - палӑртнă Олег Николаев



27 февраля 2020
10:16
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter