Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗн тивĕҫĕсене вăхăтлăха пурнăҫлакан Олег Николаев пахча ҫимӗҫ отраслӗн предприятийӗсене пулӑшу пама шантарнӑ

Врио Главы Чувашии Олег Николаев пообещал поддержку предприятиям отрасли тепличного овощеводстваНарăс уйăхĕн 26-мӗшӗнче  Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗн тивĕҫĕсене вăхăтлăха пурнăҫлакан Олег Николаев  "Ольдеевская" агрофирмӑпа "Ҫӗнӗ Шупашкар" теплица комплексне ҫитсе килнĕ.

Олег Николаев пахча ҫимӗҫ ҫитӗнтерекен цехра пулнă, предприяти ертӳҫипе курса калаҫнă, организацине малалла аталантармалли тата патшалӑх пулӑшӑвӗсем пирки сӳтсе явнă.

Кӑҫал "Ольдеевская" агрофирма хупӑ грунтра хӑяр ҫитӗнтермелли ҫӗнӗ инвестици проектне  пысăк технологисене тĕпе хурса пурнăҫа кĕртме палӑртать. Хӗллехи уйӑхсенче теплицӑра ӳсен-тӑрансене хушма ҫутăпа тивӗҫтерӗҫ. "Агрофирма" АО директорӗсен канашӗн председателӗ Евгения Беликова палӑртнӑ тӑрӑх, пахча ҫимӗҫ туса илессин пӗр вӗҫӗмсӗр циклĕ лавккасене тĕрлĕ таварсемпе тивĕҫтерме май парать.

Ҫӗнӗ технологисемпе пӗрлех предприяти пахча ҫимӗҫ культурисен ҫӗнӗ сорчӗсене те тивӗҫтерет. Иккӗмӗш ҫул "Ольдеевская" агрофирмӑра баклажансем ҫитӗнтереҫҫӗ. Кӑҫал ҫав ӳсен-тӑрансене акмалли лаптӑка 1200 пуҫласа 5000 тӑваткал метр таран ӳстернӗ. Ку культура пысӑк тухӑҫлӑ, халӑх хапăл тусах йышăнать.

2019 ҫулта чӳк уйӑхӗнче "Ҫӗнӗ Шупашкар" теплица комплексӗнче 1 118 тонна, ҫав шутра хӑяр – 391 тонна, томат – 727 тонна тирпейлесе кăларнă. Предприяти проект хӑвачӗпе туллин 2020 ҫулхи виҫҫӗмӗш кварталта тухӗ, ун хыҫҫӑн ҫулталӑкра 20 пин тонна пахча ҫимӗҫ туса кӑларӗ. Ҫакӑ Чӑваш Республикинче пахча ҫимӗҫ туса илессин калӑпӑшне икӗ хут ӳстерме тата халӑха чӗрӗ помидорсемпе хӑярпа тивӗҫтерме май парать. Ҫав хушӑрах 2020-2021 ҫулсенче предприятисен планӗнче – хӗллехи тапхăрпа ĕҫлеме тата ытти теплицӑсем тума палăртнă.

"Эпир ҫакна асӑрхатпӑр: предприятисенче производство культурин те, продукци пахалӑхӗ те ҫителӗклӗ шайра тытӑнса тӑрать, иккӗмӗшӗнчен, аталану планӗсем те пысăк", –  тесе палăртнă Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗн тивĕҫĕсене вăхăтлăха пурнăҫлакан Олег Николаев ӗҫлĕ ҫулҫӳреве пӗтӗмлетнӗ май. Чăваш Ен халăха пахча ҫимĕҫ таварĕпе туллин тивĕҫтересси куҫкĕретех тенĕ вăл.

Фоторепортаж



27 февраля 2020
08:22
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter