Чӑваш Ен больницисенче "ӑслӑ" йышӑну уйрӑмӗсене ӗҫе кӗртме палӑртаҫҫӗ

В больницах Чувашии планируют внедрить «умные» приемные отделенияЧӑваш Ен больницисенче «ăслă» йышăну уйрӑмсене ӗҫе кӗртесси пирки канашланă паянхи тĕлпулăва пухăннисем.  Ҫакӑ чирлӗ ҫынсене туххăмрах сиплеме май парассине палăртнă  вĕсем. Ҫĕнĕлĕхсем медицина пулăшăвĕсен пахалăх шайне ӳстерме те витĕм  кӳреҫҫĕ. 

Кун пирки паян Чӑваш  Ен Пуҫлӑхӗн тивĕҫĕсене вăхăтлăха пурнăҫлакан Олег Николаев ирттернĕ уҫă калаҫура сӳтсе явнă. Тĕлпулăва  Раҫҫей Сывлăх сыхлавĕн министерстви ҫумĕнчи  «Всероссийский медицинский центр медицины катастроф «Защита»  ФГПУ директорĕ Сергей Гончаров тата  И.П. Павлов академик ячĕллĕ Санкт-Петербургри  патшалӑх медицина университечӗн  ректорĕ Сергей Багненко хутшăннă.

Ертӳҫĕсем  васкавлӑ медицина пулӑшӑвне аталантарассипе ҫыхăннă тĕрлĕ енсене пăхса тухнă,   тухӑҫлӑха ӳстерес, инкек тӳснисене тата чирлисене туххăмрах сипленме майсем туса парассине тишкернĕ.

Олег Николаев хӑнасене наукăпа практика конференци  ĕҫне йĕркелесе ирттерме Чăваш Ене суйласа илнĕшĕн тав тунă.

 Палăртса хăваратпăр, мероприяти паян Шупашкарта пуҫланнă.

Васкавлӑ пулӑшу парассин ӗҫ тухӑҫлӑхӗпе Чӑваш Ен  Раҫҫейри регионсен хушшинче виҫҫӗмӗш вырӑнта тăрать. "Лӑпланса ларма юрамасть,  пысăк кăтарту малалла та тăрăшса ĕҫлеме  хавхаланса пырать.  Ӳлĕмрен тата та пысăкрах тӗллевсем лартăпăр", - пĕлтернĕ Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗн тивĕҫĕсене вăхăтлăха пурнăҫлакан.

Фоторепортаж



27 февраля 2020
16:43
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter