Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗн тивĕҫĕсене вăхăтлăха пурнăҫлакан Олег Николаев Раҫҫей Федерацийĕн Патшалăх Думин депутачĕпе Леонид Черкесовпа ĕҫлĕ тĕлпулу ирттернĕ

Олег Николаев обсудил с Леонидом Черкесовым подготовку к проведению выборов и голосования по поправкам в КонституциюНарăс уйăхĕн 28-мӗшӗнче  Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗн тивĕҫĕсене вăхăтлăха пурнăҫлакан Олег Николаев  Раҫҫей Федерацийĕн Патшалăх Думин депутачĕпе Леонид Черкесовпа ĕҫлĕ тĕлпулу ирттернĕ.

 Ертӳҫĕсем пӗрлехи ӗҫсене пурнăҫласа пырасси пирки ыйтусене сӳтсе явнă.

Палăртса хăваратпăр, Леонид Черкесова авăн уйăхĕн 13-мӗшӗнче иртекен кăҫалхи суйлавăн ĕҫ-хĕлне тĕрĕслеме, «Пĕрлĕхлĕ Раҫҫей» Пĕтĕм Раҫҫейри политика партийĕн енчен уполномоченнăн пулма йышăннă. Аса илтеретпӗр, ҫав кун республикӑри суйлавҫӑсем Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ пулма тăратнă кандидатсемшĕн сасӑлӗҫ, унсăр пуҫне муниципалитетсенче депутатсене суйлӗҫ.

Паянхи тӗлпулура  ертӳҫĕсем ака уйăхĕн 22-мӗшӗнче иртекен пĕтĕм Раҫҫейрри суйлав пирки те чарăнса тăнă, ун чухне суйлавҫăсем Конституцие  тӳрлетӳсем кĕртме    сасăлĕҫ. Палăртнă мероприятине хатĕрленсе регионта ĕҫ-пуҫ мĕнле пулса пыни ҫинчен те тĕплĕн канашланă уҫă калаҫу вăхăтĕнче вĕсем.

"Ку питӗ кирлӗ мероприяти, мӗншӗн тесен Конституцине кĕртекен ҫĕнĕлĕхсем самай пысăк пĕлтерĕшлĕ халăхшăн", – тенĕ Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗн тивĕҫĕсене вăхăтлăха пурнăҫлакан Олег Николаев.

Леонид Черкесов хăйĕн сăмахĕнче мероприятие хатӗрленме палӑртнӑ вӑхӑт ҫав тери кĕске тенĕ. Ҫавăнпа та пурин те тимлĕ пулмаллине чĕнсе каланă. Халăха вăхăтра хыпарсене пĕлтерсе тăмалла, сасăлакансен шучĕ пысăк пулни аван. Палăртнă кунран маларах е тата килте сасăламалли йĕркесем пирки те ҫынсене тĕрĕс хыпарсем илсе ҫитерме тăрăшмалла тенĕ вăл.  

Фоторепортаж



28 февраля 2020
11:55
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter