Экономика канашĕ ĕçе пуçăнчĕ

ЧР Пуçлăхĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Олег Николаев нумаях пулмасть республикăн Аслă экономика канашне туса хурасси çинчен калакан указа алă пуснăччĕ. Эрнекун Правительство çуртĕнче çак тытăмăн пирвайхи ларăвĕ иртрĕ.

Çынсен пурнăçне лайăхлатасси тĕп тĕллев пулнине палăртнă май Олег Николаев влаç, бизнес, наука, общество представителĕсене пĕтĕçтеркен çĕнĕ тытăм шăпах асăннă тĕллеве тĕпе хурса экономикăна аталантарассипе çыхăннă çĕнĕ шухăшсене, пуçарусене çул парас, Чăваш Ене инвестицисем илсе килес енĕпе çине тăрса ĕçлессине палăртрĕ. Çавăнпах республика аталанăвĕн пилĕк çуллăх планне хатĕрлеме йышăннă. Ăна Республика кунĕччен хатĕрлесе çитересшĕн.

Экономикăн çивĕч ыйтăвĕсем тавра та калаçу пычĕ, çапах пирвайхи ларура йĕркелÿ саманчĕсем тĕпре пулчĕç. Канаша Патшалăх Думин Финанс рынокĕ енĕпе ĕçлекен комитечĕн председателĕ Анатолий Аксаков ертсе пырĕ. Унăн икĕ заместитель пулĕ: пĕри влаçран — финанс министрĕ Михаил Ноздряков, тепри бизнесран — паян «Эларăра» ĕçлекен Наталья Партасова.

www.hypar.ru

Николай КОНОВАЛОВ.



Республикăра тухса тăракан хаçат "Хыпар"
28 февраля 2020
19:57
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter