Чӑваш Ен кӗрхи призыв планне пурнӑҫланӑ

Нарăс уйăхĕн 3 – мӗшӗнче Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗн тивĕҫĕсене вăхăтлăх пурнăҫлакан  Олег Николаев Правительство ҫуртӗнче пӗрремӗш хут канашлу ирттернӗ, унта ҫар комиссариачӗсен ӗҫ-хӗл пӗтӗмлетӗвӗсене, 2019 ҫулхи юпа-раштав  уйăхĕсенчи ĕҫ кăтартăвĕсене сӳтсе явнӑ.

Чӑваш Республикин юстици тата пурлӑх хутшӑнӑвӗсен министр тивĕҫĕсене пурнăҫлакан  Наталья Тимофеева пӗлтернӗ тӑрӑх, Оборона Министерствин Тӗп ҫар округӗн штабӗ кӗрхи призыв планне туллин пурнӑҫланӑ. Ҫар комиссийӗсене пурӗ 5150 ҫын чӗнсе илнӗ. Ҫара Чӑваш Енрен 1056 призывник кайнӑ.

Призыв компанийӗн ытти уйрӑмлӑхӗсене Наталья Тимофеева контрактниксен шучӗ ӳснине тата ҫара каяссинчен пӑрӑнакансем нумайланнине каланă, вӗсене шута илнӗ е ялан пурӑнакан вырӑнсенче военкомат ӗҫченӗсем тупайман.

Ҫавна пула кӗркуннехи призыв тĕллевне Шупашкарпа Канаш хулисенче, ҫавӑн пекех Красноармейски, Куславкка, Вӑрнар тата Тӑвай районӗсенче туллин пурнӑҫламан.

Ҫав вӑхӑтрах Чӑваш Республикин вунпӗр муниципалитет пӗрлӗхӗ призыв енӗпе плана ирттерсе тултарнӑ. Ку Ҫӗнӗ Шупашкар, Шупашкар, Сӗнтӗрвӑрри, Элӗк, Патӑрьел, Йӗпреҫ, Канаш, Вӑрмар, Шӑмӑршӑ, Каҫал ен, Ҫӗмӗрле районӗсем. "Республикӑри плана ҫак муниципалитетсене пула пурнӑҫланӑ", - палӑртнă министр тивĕҫĕсене пурнăҫлакан.

Чӑваш Республикин ҫар комиссарӗ Александр Мокрушин 2019 ҫулта ҫар комиссариачӗсен ӗҫ-хӗлӗн пӗтӗмлетӗвӗсем тӑрӑх Чӑваш Республики Тӗп ҫар округне кӗрекен Раҫҫей Федерацийӗн 29 субъекчӗ хушшинче 4-мӗш вырӑн йышӑннине пӗлтернӗ.

Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗн тивĕҫĕсене вăхăтлăх пурнăҫлакан Олег Николаев Канаш хулинчи призыв пункчӗн ҫӗнӗ ҫурчӗн строительствине хӑй тӗрӗслесе тӑрассине, ку тӗлешпе Раҫҫей Федерацийĕн Оборона министерствипе пĕрле тухăҫлă ӗҫлемеллине асăннă.



03 февраля 2020
13:15
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter