Чăваш Республикин Пуҫлăхĕн тивĕҫĕсене вăхăтлăх пурнăҫлакан Олег Николаев Святейший Кирилл Патриарха Мускав тата Пĕтĕм Руҫ Патриархĕ пулса ĕҫлеме пуҫланăранпа 11 ҫул ҫитнĕ ятпа саламланă

Врио Главы Чувашии Олег Николаев поздравил Святейшего Патриарха Кирилла с 11-й годовщиной интронизации

Нарăс уйăхĕн 1-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуҫлăхĕн тивĕҫĕсене вăхăтлăх пурнăҫлакан Олег Николаев Мускавра ĕҫлĕ визитпа пулнă. Унта вăл  Ҫӑлакан Христос Храмĕнче Мускав тата Пĕтĕм Руҫ Патриархĕ Кирилл ĕҫлеме пуҫланăранпа 11 ҫул ҫитнине палăртса ирттернĕ Турă литургине хутшăннă.  

Вырӑс Православи Чиркӗвӗн Тӗп храмӗнче, священниксем, приход ҫыннисем тата Раҫҫейри политика ӗҫченӗсем йышлӑн пухӑннӑ.

Унта Раҫҫей Федерацийĕн Патшалăх Думин Финанс рынокĕ енӗпе ӗҫлекен комитечӗн Председателĕ Анатолий Аксаков, РФ Патшалăх Думин Пӗтӗм тӗнчери ӗҫсем енӗпе ĕҫлекен комитечӗн Председателĕ Леонид Слуцкий, Раҫҫей Федерацийĕн Президенчĕн Тĕп федераци округĕн полномочиллĕ представителĕ Игорь Щеголев, Санкт-Петербург Губернаторĕ Александр Беглов тата ытти официаллă ҫынсем пуҫтарăннă. 

Хӑй сӑмахӗнче Мускав Патриархӗ тата Пӗтӗм Руҫ Патриарх Кирилл пуринпе те калаҫрӗ, ҫак сӑмахра нравственность хаклӑхӗсене, хальхи обществӑра мораль тӗлӗшӗнчен ҫирӗп тӑрассине тата тӗнчере уйрӑммӑн ҫирӗплетес ӗҫри чиркӳ пӗлтерӗшне палӑртрӗ.

"Манӑн пӗртен — пӗр чӑн ӗмӗт — эпир пурте пӗрле ӗҫлеме пултарччӑр, хамӑр хушӑри хутшӑнусене ҫирӗплетчӗр", - палӑртнӑ Кирилл Патриарх.

Олег Николаев Святейший Кирилл Патриарха сывлăх, турă пехилне суннă,  чиркӳпе патшалăх влаçĕ малашне те пĕр чĕлхе тупса килĕштерсе ĕçлемелле пултăрччĕ тенĕ.

Апла пулсан пирĕн пурин те  малашне те шухăш-кăмăлăмăра, ĕмĕт-тĕллевĕмĕре май пур таран тасатмалла, пĕр-пĕрин телейĕпе çитĕнĕвĕшĕн, таса пурнăçĕшĕн савăнма пĕлмелле. 

 

 Фоторепортаж



03 февраля 2020
09:25
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter