Чӑваш Ен медицина организацийӗсем грипп тата коронавирус инфекцийӗсенчен сиплеме кирлӗ оборудовани хатӗрлесе ҫитернĕ

Нарăс уйăхĕн 3-мӗшӗнче Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗн тивĕҫĕсене вăхăтлăх пурнăҫлакан Олег Николаев планерка ирттернĕ.  Чӑваш Республикин Министрсен Кабинечӗн Председателӗн ҫумĕн - сывлӑх сыхлавӗн министрӗн тивĕҫĕсене пурнăҫлакан Владимир Викторов республикӑра коронавирус инфекцийӗ сарӑлассине асӑрхаттарас енӗпе йышăннă мерӑсем ҫинчен пӗлтернĕ.

Владимир Викторов каланӑ тӑрӑх, хальхи вӑхӑтра Чӑваш Ен Сывлӑх сыхлавĕн министерствин "Хулари ача-пӑча 2-мӗш больницинче" БУ симптомӗсемпе виҫӗ ача стационар сӑнавӗнче тăнине пĕлтернĕ.  Кӑрлач уйӑхӗн юлашки кунӗнче Чӑваш Ен территорине КНРта каннă тата ОРВИ симптомӗсӗр тепӗр икӗ ҫын килсе ҫитнине хыпарланă.

"Никамӑнне те коронавирус тупса палӑртман", – палӑртнă Владимир Викторов.

Ҫавӑн пекех вӑл грипп тата ҫӗнӗ коронавирус инфекцийӗн кӑткӑс формисене сиплеме кирлӗ оборудовани хатӗрлесе ҫитерни ҫинчен те пӗлтернĕ.

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗн тивĕҫĕсене вăхăтлăх пурнăҫлакан Олег Николаев  хушӑвӗпе килĕшӳллĕн, кӑрлач уйӑхӗн 31-мӗшӗнчен пуҫласа  регионта ҫӗнӗ коронавирус инфекцийӗсем сарăлассинчен асăрханмалли санитарипе противоэпидеми (профилактика) мероприятийӗсен планне ҫирӗплетнӗ.

Нарăс уйăхĕн 3-мӗшӗ тӗлне республикӑн инфекциллӗ 15 стационарӗнче 408 койка йӗркеленӗ. Ерекен чирсемпе  чирлӗ ҫынсене изоляцилеме 44 боксра 70 койка пур. Тата та хушма  1529 койка уҫма пултараҫҫӗ. 202 реанимаци койки кулленех хатĕр тăрать.

Ерекен чирсене профилактика тума 160 бригада йӗркелесе ҫитернĕ.

Чӑваш Ен Сывлӑх сыхлавĕн министерстви ҫумĕнчи медицина организацийӗсене аппаратурӑпа, приборсемпе тата ытти материалсемпе тивӗҫтерме тата 49 млн тенкӗ уйӑрнӑ.

Роспотребнадзорӑн Чӑваш Республикинчи Управленийӗн ертӳҫи Надежда Луговская медицина организацийӗсен рейчӗсем, инфекциллӗ стационарсен тӗрӗслевӗсем вӗсен хатӗрлӗхне ҫирӗплетнине, республикӑри лару-тӑрӑва тӗрӗслесе тӑнине, тивӗҫлӗ информацие халӑха вӑхӑтра пӗлтерсе тӑнине палӑртнӑ.

Ҫавӑн пекех вӑл Патшалӑх санитари врачӗн йышăнăвĕпе килӗшӳллӗн халӑх пурӑнакан вырӑнсенче дезинфекци мероприятийӗсем ирттермеллине палӑртса хӑварнӑ.



03 февраля 2020
14:35
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter