"Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫи вун-вун миллион ҫынна пӗтернӗ. Пирӗн пурне те асра тытмалла», - тенĕ Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗн тивĕҫĕсене вăхăтлăх пурнăҫлакан Олег Николаев

Врио Главы Чувашии Олег Николаев: «Великая Отечественная война унесла десятки миллионов жизней людей. Нам важно помнить обо всех. Только памятью сильна наша нация»

"Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫинче Ҫӗнтернӗренпе 75 ҫул" юбилей медалӗсене Правительство ҫуртӗнче  нарăс уйăхĕн 4-мӗшӗнче ветерансене чыслӑн парнеленĕ.

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗн тивĕҫĕсене вăхăтлăх пурнăҫлакан Олег Николаев савӑнӑҫлӑ мероприятие хутшӑнакансем умӗнче  тухса калаҫнă май, ҫар, ӗҫ паттӑрлӑхӗшӗн, ҫитӗнекен ӑрӑва воспитани парас ӗҫе пысӑк тӳпе хывнӑшӑн ветерансене тав тунă, ҫавӑн пекех Аслӑ Ҫӗнтерӳ ҫинчен ĕмĕр асра тытмаллине каланă.

"Пирӗн наци вăйлă. Ҫак Ҫӗнтерӳ кунĕшĕн хӑйсене шеллемесӗр ҫынсем тăшмана хирĕҫ ҫапăҫнă. Вĕсене пула эпир мирлĕ пурнăҫра пурăнатпăр", - тенӗ Олег Николаев.

Ҫавӑн пекех вӑл кӑҫал Раҫҫей Президенчӗн Владимир Владимирович Путин Указӗпе килӗшӳллӗн Раҫҫейре Асӑнупа Мухтав ҫулталӑкӗ иртнине палӑртнă. РФ Президенчӗ хушнипе Иккӗмӗш тӗнче вӑрҫине халалланӑ архив материалӗсен Центрне туса хурӗҫ. Унӑн тӗллевӗ совет салтакӗсен паттӑрлӑхне асра тытасси.

Аса илтеретпӗр, Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫи ҫулӗсенче Чӑваш Ен территорийӗнчен фронта республикӑри халӑхӑн пиллӗкмӗш пайне – 208 пин ытла ҫынна-мобилизациленӗ. Ҫурри ытла киле таврӑнман.

 "Ҫак вӑрҫӑ нумай-нумай ҫын пурнӑҫне татнине эпир пурте пӗлетпӗр. Вӗсем вун-вун миллион ҫын. Ҫав шутра, шел те, Чӑваш Енрен кайнӑ ҫынсем чылай. Пирӗн пурин ҫинчен те асра тытмалла. Паллах ӗнтӗ, сирӗн ҫинчен – эпир курма пултаракан ҫынсем ҫинчен. Сирӗнпе мухтанатпӑр тата мăнаҫланатпăр, эсир хӑвӑр ачӑрсене, мӑнукӑрсене ҫав кунсен тӗрӗслӗхӗ ҫинчен каласа парас тесе нумай пурӑнасса шанатпӑр. Ҫитӗнсе ҫитсен вӗсем пулӑмсемпе тата хӑйсен мӑн асаттесемпе мухтанма пĕлччĕр", - сăмаха ҫавăрса каланă Олег Николаев.

Савӑнӑҫлӑ мероприятие Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫин 12 ветеранӗ хутшӑннă. Вĕсем: ҫапӑҫӑва хутшӑннисем, тылра ӗҫленӗ ҫынсем, ҫав шутра Сӑр оборона рубежне хатӗрлеме хутшӑнакансем пулнă.

Сумлӑ хӑнасем валли концерт программипе Шупашкарти 47 № -лӗ шкулта вĕренекенсем тата ача-пӑча тата ҫамрӑксен "Хунав"пултарулӑх керменӗнче вӗренекенсем тухса ташланă.

Ветерансем Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗн тивĕҫĕсене вăхăтлăх пурнăҫлакана тивӗҫлипе саламланă, ӑна ҫитӗнӳсем суннă, тимлӗхшӗн тата тӑрӑшнӑшӑн тав тунă, ҫарпа патриот воспитанийӗ парас ӗҫре хӑйсем хутшӑнни ҫинчен каласа панă.

"Раҫҫей Президенчӗн Владимир Путинӑн шанӑҫӗ пирӗн ентеше – Олег Алексеевич Николаева - шанса пани питӗ кирлӗ. Патшалӑх Пуҫлӑхӗ лартнӑ задачӑсене вӑл пурнӑҫласса шанатӑп, пирӗн республика та пирӗн ҫӗршыври чи лайӑх республикӑсенчен пӗри пулӗ", - тенĕ тыл ӗҫченӗ, Шупашкар хулин Ветеранӗсен канашӗн Президиумӗн председателӗн ҫумĕ Валентин Соловьев.

Ҫулталӑк тӑршшӗпех юбилей медалӗсемпе Чӑваш Енре пурӑнакан 10 пин ытла ветерана чыслĕҫ. Ветерансен наградисене республикӑри мӗнпур муниципалитет пӗрлӗхӗнче – савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура та, килте те парӗҫ.

Фоторепортаж



04 февраля 2020
16:00
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter