Чăваш Республикин Пуҫлӑхӗн тивĕҫĕсене вăхăтлăх пурнăҫлакан Олег Николаев Раҫҫей Федерацийӗн Общество палатин членӗпе Григорий Дроздпа тӗл пулнă

Олег Николаев встретился с членом Общественной палаты Российской Федерации Григорием ДроздомНарăс уйăхĕн 5-мӗшӗнче Чăваш Республикин Пуҫлӑхӗн тивĕҫĕсене вăхăтлăх пурнăҫлакан Олег Николаев  Раҫҫей Федерацийӗн Общество палатин членӗпе, Раҫҫей професси боксерӗпе, тĕнче чемпионӗпе Григорий Дроздпа ĕҫлĕ тĕлпулу ирттернӗ.

Спорт карьери вӗҫленнӗ хыҫҫӑн Григорий Дрозд малалла та тӑван Кемер облаҫӗнче тата Раҫҫейре бокс тата тайский бокс аталантарать.

"Республика пирӗн спортпа питĕ туслă. Тӗрлӗ йышши кӗрешӳ енӗпе, ҫав шутра самбо, ирӗклӗ кӗрешӳре, дзюдо, боксра паллӑ ӑстасем пур. Эсир пирӗн пата килни - тренерсемпе хутшӑнмалли, вӗсене спортсменсене малалла хатӗрленес енӗпе компетенцие ӳстерме пулӑшмалли хушма май. Анчах чи кирли – ҫак спорт тӗсӗпе ӗҫлекен ачасене хӑйсене те хавхалантаракан хӑватлӑ посыл", - тесе саламланă паллă  спортсмена Олег Николаев.

"Чӑваш Ен маншӑн кӗтмен ҫӗртен ҫывӑх пулса тӑчӗ. Питӗ тараватлӑ республика, кунта манӑн туссем нумай, боксерсемпе тачӑ хутшӑнатпӑр, мӗнпур ачасене, вӗсен ҫитӗнӗвӗсене пӗлетӗп. Пӗр-пӗринпе малалла ӗҫлеме хатӗр", - палӑртнă Григорий Дрозд.

Икӗ ҫул каялла Григорий Дрозд  Чăваш  Ене килнĕччĕ. Ун чухне вăл ҫамрӑк боксерсем валли ӑсталӑх класӗ ирттернӗ. Халӗ вӑл, Раҫҫей Федерацийӗн Общество палатин членӗ пулнӑ май, Чӑваш Енре «Трезвая Россия» проекта пурнӑҫлама пуҫлама тата пӗрле ӗҫлени ҫинчен калакан тивӗҫлӗ килӗшӗве алӑ пусма сӗннĕ. Проектпа килĕшӳллĕн вӑтам тата аслӑ вӗренӳ заведенийӗсенче ҫамрӑксем хушшинче алкоголизм профилактики енӗпе системӑллӑ мероприятисем ирттерме палӑртаҫҫӗ.

"Ҫамрӑксене тӗрӗс ҫул суйласа илме, ӑна пуянлатакан усӑллӑ япаласемпе тултарма пулӑшас тесен пирӗн пӗтӗм майсемпе усӑ курмалла", – тенӗ Олег Николаев.

Вӑл сумлă хăнана Григорий Дрозда Чӑваш автономийӗ йĕркеленнĕренпе 100 ҫул ҫитнине уявлама чӗнчӗ. Тӗлпулу вӗҫленнӗ хыҫҫăн чемпион «Бей первым»,  автобиографи кӗнекине парнеленӗ, унта вӑл рингра ҫӗнтерни тата ҫӗнтерӳсем туни ҫинчен каласа панӑ.

Фоторепортаж



05 февраля 2020
11:29
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter