Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗн тивĕҫĕсене вăхăтлăха пурнăҫлакан Олег Николаев Шупашкарта пӗр пӗтӗм ҫул ҫӳрев билетне туса хумалли майсене пӑхса тухма хушнă

Олег Николаев поручил рассмотреть возможность введения единого проездного билета в Чебоксарах

 

 

Нарăс уйăхĕн 5-мӗшӗнче Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗн тивĕҫĕсене вăхăтлăх пурнăҫлакан Олег Николаев Потребительсен прависене хӳтӗлес енӗпе ĕҫлекен координаци канашӗн ларӑвне ирттернӗ.

Олег Николаев палӑртнӑ тӑрӑх, ҫынсем паракан пулӑшу ӗҫӗсен тата таварсен пахалӑхӗпе кӑмӑллӑ пулни тавар сутӑнассине ӳстерес, экономикӑна аталантарас тӗлӗшпе пысăк пӗлтерӗшлӗ. Ҫавӑнпа та влаҫ органӗсем хӑйсен ӗҫӗнче потребительсен прависене хӳтӗлесси ҫине уйрӑмах тимлӗн пӑхаҫҫӗ.

Республика Пуҫлӑхӗн тивĕҫĕсене вăхăтлăх пурнăҫлакан ку енӗпе ҫӗршыв Президенчӗ Владимир Владимирович Путин лартнӑ тӗллевсем тата цифра сервисӗсене аталантарасси ҫине тимлӗрех пӑхма чӗнсе каланă. "Ку тӗлӗшпе пирӗн кал – кал аталанмалла", - тенĕ Олег Николаев.

Палӑртнӑ тӑрӑх, малтанхи ҫулсенче пулӑшу ӗҫӗсемпе ҫыхӑннӑ ҫивӗч ыйтусене тĕплĕн тишкермелле, ҫавӑн пекех пулас хӑрушлӑхсене сирсе яма пӗлни тата вӗсем ҫине вӑхӑтра хуравлани те питӗ кирлӗ. 

Ларура интернет-суту-илӳ сферинче потребительсен прависене хӳтӗлес енӗпе уйрӑммӑн ӗҫлемеллине палӑртса хӑварнӑ.

 "Кунта пирӗн тимлӗ пулмалла. Асӑннӑ суту-илӳ сегменчӗ формӑпа та, калӑпӑшӗпе те кал-кал аталанса пырать. Федераци саккунҫисем те ҫакна асӑрхаҫҫӗ. Вӗсем ӑна ӗҫлеттермелли правилӑсене палӑртаҫҫӗ, ҫав правилӑсем вара паракан пулӑшу ӗҫӗсен тивӗҫлӗ пахалӑхне ҫирӗплетеҫҫӗ", - палăртнă Олег Николаев.

Ларӑва хутшӑнакансем ҫынсене транспортпа турттарас енӗпе паракан пулӑшу ӗҫӗсен пахалӑхне те сӳтсе явнă.

Ку сферӑра ялсенче патшалӑх перевозчикӗн банкротлӑхӗпе ҫыхӑннӑ татса паман ыйтусем юлнӑ-ха тесе палăртнă Олег Николаев.

Ун шучӗпе, республикӑн тӗп хулинче пурнӑҫа кӗртнӗ транспорт реформине  кирлӗ пек йӗркелесе ҫитермелле. Ҫвна май Шупашкарта пӗр пӗтӗм ҫул ҫӳрев билетне туса хумалли майсене сӳтсе явнӑ. "Шупашкаршӑн ку чи ҫивӗч ыйту пек туйӑнать. Ку енӗпе пирӗн тăрăшуллăрах ĕҫлемелле", - палӑртнă Олег Николаев.

Унсӑр пуҫне муниципалитетсем хушшинчи маршрутсене дубликатсем парассине, турттаракансен ӗҫне лицензилессине, саккуна пӑсса турттаракан маршрутсене пӑрахӑҫлассипе ҫыхӑннӑ ыйтусене тимлемелле.

Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗн тивĕҫĕсене вăхăтлăх пурнăҫлакан ҫавӑн пекех потребительсен финанс пӗлӗвӗн шайне ӳстерес ӗҫе лайӑхлатма кирли ҫинчен, республикӑра ҫакӑн валли методика бази ҫителӗклӗ пулнине палӑртнă.

 

Фоторепортаж



05 февраля 2020
15:55
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter