Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗн тивĕҫĕсене вăхăтлăха пурнăҫлакан Олег Николаев республика Правительствин тытӑмне реформӑлани ҫинчен пӗлтернĕ

Нарăс уйăхĕн 6-мӗшӗнче Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗн тивĕҫĕсене вăхăтлăха пурнăҫлакан Олег Николаев Чӑваш Республикин ӗҫ тӑвакан влаҫ органӗсен тытӑмӗ ҫинчен калакан Указа алӑ пуснӑ.

Ĕҫ хутĕнче Чӑваш Республикинче патшалӑх управленийӗн тухӑҫлӑ тытӑмне йӗркелеме, Раҫҫей Федерацийӗн Президенчӗ Владимир Владимирович Путин лартнӑ стратегилле тӗллевсене пурнӑҫлама улшăнусем  кĕртнĕ.

Сӑмахран, Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗн тивĕҫĕсене вăхăтлăх пурнăҫлаканăн Указӗпе килĕшӳллĕн, Чӑваш Республикин  Промышленноҫпа экономика министерствине йĕркеленĕ.  Малашне палăртнă министерствăна Чăваш Республикин Экономика министерствипе Строительство, архитектура тата пурӑнмалли ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑх министерстви кĕрет.  

Чӑваш Республикин юстици тата пурлӑх хутшӑнӑвӗсен министерстви малашне  Чӑваш Республикинчи Юстици ӗҫӗсен патшалӑх служби пулать.  Ҫав хушӑрах Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗн, Чӑваш Республикин Министрсен Кабинечӗн право тӗлӗшӗнчен тивӗҫтерес енӗпе тӑвакан ӗҫ-хӗле Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗн Администрацине, пурлӑх тата ҫӗр хутшӑнӑвӗсен сферинчи ыйтусене - Чӑваш Республикин  Экономика аталанăвĕпе пурлăх хутшăнăвĕсен министерствине панӑ.

Чӑваш Республикин Экономика аталанӑвӗн, промышленноҫ тата суту-илӳ министерствин полномочийӗсене шута илсе Чӑваш Республикин экономика аталанӑвӗн тата пурлӑх  хутшӑнӑвӗсен министерствине улшӑнусем кӗртнӗ.

Туризм сферине ҫирӗппӗн аталантарма, туризм сферине инвестицисем явӑҫтарас тĕлĕшпе,  Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗн тивĕҫĕсене вăхăтлăх пурнăҫлаканăн Указĕпе килĕшӳллĕн  Культура, национальноҫсен ӗҫӗсен тата архив ӗҫӗн министерствин туризм сферине Чӑваш Республикин экономика аталанӑвӗн тата пурлӑх  хутшӑнӑвӗсен министерствине панӑ.

Чӑваш Республикин  Граждан хӳтӗлевӗпе чрезвычайлӑ лару-тӑру енӗпе  ĕҫленĕ министерство малашне Указпа килĕшӳллĕн Граждан хӳтӗлевӗпе чрезвычайлӑ лару-тӑру енӗпе ĕҫлекен Чӑваш Республикинчи патшалӑх комитечĕ пулать.

Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашӗн ертӳлĕхĕпе тата Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашӗнчи фракцисен ертӳҫисемпе  Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗн тивĕҫĕсене вăхăтлăха пурнăҫлакан Олег Николаев ĕҫлĕ тĕлпулу ирттернĕ май, ӳлĕмрен Чăваш Республикин Министрсен Кабинечӗн Председателӗн  ĕҫ-хĕлне  те Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗн  тивĕҫĕсене вăхăтлăх пурнăҫлаканах ертсе пырать тенĕ.

"Чӑваш Республикин ӗҫ тӑвакан влаҫ органӗсен тытӑмне оптимизацилени чи малтан Правительство ӗҫӗн тухӑҫлӑхне ӳстерме пулăшать. Чӑваш Республикин социаллӑ пурнӑҫĕпе экономика аталанӑвӗн май килнӗ таран хӑвӑрт вăй илсе йӗркеленсе пымалла. Кун пек чухне эпир йывӑрлӑхсене туххăмрах парăнтарма тата пирӗн умра Раҫҫей Президенчӗ лартнă тĕллевсене тулин пурнӑҫа кӗртме те пултарайратпăр", - палӑртнӑ Олег Николаев.



06 февраля 2020
14:06
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter