Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗн тивĕҫĕсене вăхăтлăха пурнăҫлакан Олег Николаев Пӗтӗм Раҫҫейри халӑх фрончӗн регионти уйрӑмӗн активӗпе тӗл пулнă

Олег Николаев встретился с активом регионального отделения Общероссийского народного фронтаНарăс уйăхĕн 6-мӗшӗнче Правительство ҫуртӗнче Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗн  тивĕҫĕсене вăхăтлăх пурнăҫлакан Олег Николаевӑн Пӗтӗм Раҫҫейри халӑх фрончӗн регионти уйрӑмӗн активӗпе тӗл пулнӑ.

Мероприятие ҫавӑн пекех Чӑваш Республикин финанс министрӗн тивĕҫĕсене пурнăҫлакан Михаил Ноздряков, Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗн Администрацийӗн Ертӳҫин тивĕҫĕсене вăхăтлăх пурнăҫлакан Николай Каргин хутшӑннӑ.

Бюджет укҫи-тенкипе усӑ курассин тухӑҫлӑхне ӳстерессине, коррупцине хирĕҫ кĕрешессине, туяну тухӑҫлӑхне тивӗҫтерессине, ҫавӑн пекех граждансен пурнӑҫ пахалӑхне ӳстерессине тарăн сӳтсе явнă ертӳҫĕсем.

Олег Николаев ОНФ хастарӗсен ӗҫӗн пӗлтерӗшĕ пысăк тенĕ, вĕсем республикӑра пурӑнакансен ҫивӗч ыйтăвĕсене татса пама  витĕм кӳнине каланă.  Регионта саккунсăр майпа пухăнса выртакан ҫӳп-ҫап вырăнĕсене тупса пӗтерес ӗҫе малалла тӑсмалла, ҫулсен строительство ӗҫӗсен пахалӑхне тӗрӗслесе тӑмалла тенĕ вăл. Обществӑн анлӑ тӗрӗслевӗ пӗтӗм наци проекчӗсене пурнӑҫланӑ чухне кирлӗ.

Республика Пуҫлӑхӗн тивĕҫĕсене вăхăтлăх пурнăҫлакан ҫавӑн пекех "фронтовиксене" авари ҫурт-йӗрӗнчен куҫармалли программӑна пурнӑҫланине тӗрӗслесе тӑма сӗннĕ.

 ОНФ хастарӗсем 2019 ҫулта чи пӗлтерӗшлӗ тата ҫивӗч ыйтусемпе епле ĕҫлени пирки каласа кăтартнă. Йывăрлăх кăларса тăратакан ыйтусем ытларах сывлӑх сыхлавӗнче, культурăра, вӗренӳре, ҫул-йӗрпе  строительство пайĕнче тенĕ вĕсем, социаллӑ объектсем тӑвасси те кун йĕркинчех тăнине асăннă вĕсем.

ОНФ регионти уйрӑмӗ Чӑваш Ен ертӳлĕхне халӑхӑн пурнӑҫ пахалӑхне ӳстерес тӗллевлӗ общество сӗнӗвӗсем тӑратӗ.

Тӗлпулура ҫавӑн пек паянхи пек уҫă калаҫусем тӑтӑшах ирттересси ҫинчен калаҫса татăлнă.

 Фоторепортаж



06 февраля 2020
17:46
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter