"Цифра танмарлӑхне пӗтересси" проекта пурнӑҫа кĕртнĕ тапхăрта Чăваш Республикинчи сахал ҫын пурăнакан 130 яла «Интернет» ҫыхăнăвĕпе тивĕҫтернĕ

За время реализации проекта «Устранение цифрового неравенства» к сети «Интернет» подключены более 130 малых населенных пунктов Чувашской РеспубликиНарăс уйăхăн 6-мӗшӗнче Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗн тивĕҫĕсене вăхăтлăх пурнăҫлакан Олег Николаев Чӑваш Республикинчи "Ростелек" ПАО филиал директорӗпе Евгений Макагоновпа тата "Атӑл" макрорегион филиалӗн вице-президенчĕпе - директорӗпе Иван Зимапа ӗҫлӗ тӗлпулу ирттернĕ. Калаҫӑва ҫавӑн пекех Чăваш Республикин информаци политикин министрĕн тивĕҫĕсене пурнăҫлакан Михаил Анисимов та хутшӑннӑ.

"Пирӗн сирӗнпе пӗр-пӗрин хушшинчи ĕҫлĕ хутшӑнусем питĕ лайăх, нумай ĕҫ турӑмӑр. Ку вӑл пирӗн умра тӑракан ҫӗнӗ тӗллевсене пурнӑҫа кӗртме пулӑшакан никӗс.  Унччен эпир инфратытӑм туса хутӑмӑр пулсан, халӗ учрежденисене хальхи вӑхӑтри пур сервиспа та усӑ курма пултарччӑр тесе условисем туса памалла. Республикӑра пурӑнакансем условисене туйччӑр тесен пирӗн пӗрлехи ӗҫсене лайӑх йӗркелемелле", - палӑртнӑ Олег Николаев.

Хальхи вӑхӑтра Чӑваш Енри филиалӗ "Цифра танмарлӑхне пӗтересси" программӑна пурнӑҫлама витĕм кӳрекен партнер шутланать. Чӑваш Енре халӑх шучӗпе 250 ҫынран  кая мар пурӑнакан мӗнпур вырӑнтах ҫыхӑну уйрăмĕсем йӗркеленеҫҫӗ, вӗсем урлӑ халӑх анлӑ ярӑмлӑ интернетпа усă курать.  "Цифра танмарлӑхне пӗтересси"  проекта пурнăҫа кĕртнĕ тапхăрта Чӑваш Республикинче 130 ял тăрăхĕнче пурăнакансене «Интернет» ҫыхăнăвĕпе тивĕҫтернĕ.

Ҫакӑн валли 1000 ҫухрăм ытла ҫыхӑну линийӗсем хута янă. 2017 ҫулхи ҫурла уйӑхӗнчен пуҫласа тӳлевсӗр интернетпа усӑ курма пуҫланă халăх.

"Раҫҫей Федерацийӗн цифра экономики" наци программине тĕпе хурса,  "Информаци инфратытӑмӗ" регион проектне пурнӑҫланӑ шайра интернетпа социаллӑ пӗлтерӗшлӗ объектсене активлă ҫыхăнтарса пыраҫҫĕ.

"Цифра танмарлӑхне пӗтересси" проекта пурнӑҫланӑ вӑхӑтра йӗркеленӗ инфратытӑм пире валли ӳсӗм ҫитменлӗх шутланакан кивӗ технологисене май килнӗ таран хӑвӑрт улăштарма май парать, хальхи вӑхӑтра: оптика, пралуксӑр ҫыхăнусем пĕлтерĕшлĕ", - ӑнлантарнă "Атӑл" макрорегион филиалӗн вице-президенчĕ - директорӗ Иван Зима.

Вӑл палӑртнӑ тӑрӑх, хальхи вӑхӑтра пӑхӑр проводсемпе усӑ курни даннӑйсене тиенӗ чухне сигналсем татăлнине чакарма, информацие ҫухатасран сыхланма май парать. Тивӗҫлӗ ӗҫсене Чӑваш Енӗн темиҫе районӗнче кӑҫалхи ака уйӑхӗнче пуҫлама палӑртаҫҫӗ, ҫавӑнпа та республикӑра пурӑнакансене вӑхӑтра пӗлтересси тĕп тӗллевсенчен пӗри шутланать.

Тӗлпулура ытти ыйтусене те сӳтсе явнă ертӳҫĕсем.

Фоторепортаж



06 февраля 2020
16:54
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter