Чӑваш Енре социаллӑ тӳлевсене индексаци тăвĕҫ

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗн тивĕҫĕсене вăхăтлăх пурнăҫлакан Олег Николаев республикӑри социаллӑ тӳлевсене индексацилеме майсем туса пама хушнă. Чӑваш Республикин Финанс Министерствине хушнӑ ӗҫ пирки вӑл нарăс уйăхĕн 6-мӗшӗнче Чӑваш Ен Патшалӑх Канашӗн ертӳлĕхĕпе тата фракцисен ертӳҫисемпе  ирттернĕ тӗлпулура пӗлтернӗ.  Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашӗн Председателӗ Альбина Егорова, социаллӑ тӳлевсене, сӑмахран, ӗҫ ветеранӗсене индексацилес ыйту халӑхпа тĕл пулнă чухне тăтăшах янӑранине палӑртнă, анчах та индексаци ҫинчен лайӑх йышӑну  ҫаплипех пурнăҫа кĕрейменнине каланă.

 Ыйтӑва сӳтсе явнӑ чухне ӗҫ ветеранӗсем ҫинчен кӑна мар, граждансен ытти категорийӗсем ҫинчен те, сӑмахран, ачаллă ҫемьесем пирки те сӑмах пымаллине палӑртнӑ Олег Николаев. Олег Николаев индексаци валли укҫа-тенкĕне республика бюджетне улшӑнусемпе тӳрлетӳсем кӗртсе хăварнă чухне ҫывăх вăхăтрах пăхса тухмаллине палăртнă.

Палӑртса хӑваратпӑр, Чӑваш Енре 2017 ҫултан пуҫласа социаллӑ тӳлевсем индексациленмен.



06 февраля 2020
15:16
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter