Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашӗн ертӳлĕхĕ тата фракцисен ертӳҫисем Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗн тивĕҫĕсене вăхăтлăха пурнăҫлакана Олег Николаева ăшшăн саламланă

Руководство Государственного Совета Чувашской Республики и руководители фракций поздравили врио Главы Чувашии Олега Николаева с назначениемНарăс уйăхĕн 6-мӗшӗнче Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗн тивĕҫĕсене вăхăтлăх пурнăҫлакан Олег Николаев Правительство ҫуртӗнче Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашӗн ертӳлĕхĕпе тата Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашӗнчи фракцисен ертӳҫисемпе тӗл пулнă.

Республикăри саккунсем кăларакан влаҫăн представителӗсем Олег Николаева яваплӑ тивӗҫпе саламланă, ҫитӗнӳсем суннă тата Чӑваш Енре пурӑнакансен ырлӑхӗшӗн пӗрле тухӑҫлӑ ӗҫлеме хатӗр пулнине палӑртнă.

Калаҫу вăхăтĕнче ӗҫ тӑвакан влаҫпа саккунсем кӑларакан влаҫ пӗр-пӗринпе ҫыхӑнса ӗҫлессине, наци проекчӗсене пурнӑҫлама кирлӗ йышӑнусем тӑвассине тата ҫӗршыв Президенчӗ палӑртнӑ кӑтартусене пурнӑҫлассине сӳтсе явнӑ.

Олег Николаев регионăн экономикипе социаллӑ сферине аталантарассине тивӗҫтермелли пӗрлехи тӗллевсем пирки чарăнса тăнă. "Динамикӑна ҫирĕп тытса пымалла. Тивӗҫлӗ йышăнусем тунă", - тесе палӑртнӑ вӑл.

Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗн тивĕҫĕсене вăхăтлăх пурнăҫлакан  ҫавӑн пекех халӑхпа ӗҫлекен депутатсен хастарлӑ ӗҫӗ тата бюджет укҫи-тенкипе усӑ курнине тӗрӗслеве илни пӗлтерӗшлӗ пулнине палӑртнă. Ҫавӑн пек ӗҫсене малашне те туса тӑмалла, объектсене тухса тĕрĕслемелле, ҫынсемпе курса калаҫмалла тенĕ вăл.

Кӑҫал паллӑ тӑвакан юбилей кунӗсем ҫине уйрӑм тимлӗх уйӑрнӑ: Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫинче Ҫӗнтернӗренпе 75 ҫул ҫитнине тата Чӑваш автономи облаҫне йĕркеленĕренпе 100 ҫул ҫитнине анлăн паллă тумалла тенĕ ертӳҫĕсем.

"Эсир республикӑра  лару-тӑрӑва ырă енне улӑштарма витĕм кӳрессе шанатӑп", - тенĕ вӑл.

Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗн тивĕҫĕсене вăхăтлăх пурнăҫлакан Чӑваш  Республикин Патшалӑх Канашĕн депутачĕсен мӗнпур сӗнӗвне пӑхса тухма хатӗр тесе палӑртнӑ.

Тĕплĕнрех



06 февраля 2020
14:45
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter