«Ҫӗнӗ хула» микрорайонта тепĕр вӗренӳ ҫулӗ тĕлне шкул хута яма тӑрӑшмалла», - тенĕ Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗн тивĕҫĕсене вăхăтлăха пурнăҫлакан Олег Николаев

Олег Николаев: «Нам важно, чтобы школа в Новом городе была введена  в эксплуатацию к новому учебному году»Нарăс уйăхĕн 7-мӗшӗнче Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗн тивĕҫĕсене вăхăтлăх пурнăҫлакан Олег Николаев  Шупашкар хулинчи " Ҫӗнӗ хула"  1 № - лӗ микрорайонти шкулăн строительство ĕҫĕпе паллашнă.

Вӗренӳ заведенийӗн строительство ĕҫне 2019 ҫулта "Вӗренӳ"наци проекчӗпе килĕшӳллĕн тума пуҫланă.  Ҫӗнӗ шкул Федерацин Атӑлҫи округӗнче чи пысӑккисенчен пӗри пулса тӑрӗ, кунта микрорайонра пурӑнакан 1600 ача вӗренме пултарӗ. Проекта ҫĕнĕлĕхсене кĕртсе хăварнине шута илсен, смета хакӗ 950 миллион ытла тенкӗпе танлашнă.

 «Старатель» СК строительство енĕпе ĕҫлекен директор  Сергей Суворов палӑртнӑ тӑрӑх,  паянхи куна объектра 300 ҫын ӗҫлет. Хальхи вӑхӑтра хутса ăшăтмалли тытăма ĕҫлеттерсе янă, шкулта ăшă. Объектри шалти пӳлӗмсене хатĕрлессипе специалистсем ырми-канми тăрăшаҫҫĕ.

" Ҫак шкула ҫӗнӗ вӗренӳ ҫулӗ тӗлне хута ямалла, авăн уйăхĕн 1-мӗшӗшĕнче ачасен кăмăлне тивĕҫтермелле.  Вĕсен ҫак шкулăн ырлăхне туймалла. Шкул хӑтлӑ пулмалла, вӗренӳ процесӗн хальхи пурнăҫпа килĕшсе тăракан стандарчӗсене туллин тивĕҫтермелле", - палӑртнă Олег Николаев.

Палӑртса хӑваратпăр: "Ҫӗнӗ хула" микрорайонти ҫĕнĕ шкул ҫĕкленсе ларсан,  33, 53, 2 № - лӗ шкулсенче  иккĕмĕш сменăна вĕрентессине пăрахăҫлама май парать.  

Фоторепортаж



07 февраля 2020
17:35
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter