Олег Николаевпа Алена Аршинова ҫӗнӗ проектсемпе пӗрле ӗҫлеме калаҫса татӑлнӑ

Олег Николаев и Алёна Аршинова договорились совместно работать над новыми проектамиНарăс уйăхĕн 7-мӗшӗнче Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗн тивĕҫĕсене вăхăтлăх пурнăҫлакан Олег Николаев Раҫҫей Федерацийӗн Федераци Пухӑвӗн Патшалӑх Думин депутачӗпе Алена Аршиновăпа ĕҫлĕ тӗлпулу ирттернĕ.

Тӗлпулура регион ертӳҫи тата парламентари Чӑваш Республикин социаллӑ пурнӑҫĕпе тата экономика аталанӑвӗпе ҫыхӑннӑ ыйтусене сӳтсе явнă, "Вӗренӳ" наци проектне пурнӑҫламалли ҫинчен тĕплĕн канашланă.

"Пирӗн пурин те пӗр-пӗринпе лайӑх ҫыхӑнса килĕшсе ӗҫлемелле. Ҫак ӗҫе эпир республикӑри мӗнпур представительсене,  РФ Патшалӑх Думинче, Федераци Канашӗнче  тăрăшакансене явӑҫтарма палӑртса хуратпӑр. Тивӗҫлӗ ĕҫлĕ ҫыхăнусем  пуҫланчӗҫ ӗнтӗ", - палӑртнă Олег Николаев.

"Эпир Сирӗнпе пӗрле Патшалӑх Думин площадкисенче  вӗренӳ сферине ҫирӗплетес тата федераци укҫи-тенкине нумайтарах явăҫтарас тесе сахал мар ӗҫлерӗмӗр. Федераци укҫи-тенки регионсене сахал мар тӑкакланать,  ҫав шутран Чӑваш Республикине те чылай куҫать.  Чӑваш Республики тӗрлӗ кӑтартусемпе малта пыраканнисен шутĕнче. Уйрӑмах ача сачӗсем тума субсиди сахал мар тивĕҫнĕ", - тесе каланă Алена Аршинова.

Икĕ ен малашне те проектсене пурнăҫа кĕртессипе пĕр-пĕринпе килĕшсе ĕҫлеме калаҫса татăлнă.

Фоторепортаж



07 февраля 2020
10:07
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter