Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗн тивĕҫĕсене вăхăтлăха пурнăҫлакан Олег Николаев "Аталану "Президент программипе вӗренсе тухакансен Ассоциацийӗ» обществăлла организацийĕн Чăваш Республикинчи ертӳҫипе Анатолий Яруткинпа ӗҫлӗ тӗлпулу ирттернӗ

Олег Николаев встретился с руководителем Ассоциации выпускников Президентской программы «Развитие» Анатолием ЯруткинымНарăс уйăхĕн 6-мӗшӗнче Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗн тивĕҫĕсене вăхăтлăх пурнăҫлакан Олег Николаев "Аталану "Президент программипе вӗренсе тухакансен Ассоциацийӗ» обществăлла организацийĕн Чăваш Республикинчи ертӳҫипе Анатолий Яруткинпа ӗҫлӗ тӗлпулу ирттернӗ.

Пӗлтӗр общество организацийӗ 20 ҫул тултарнине паллă тунă. Чӑваш Енре Президент программине пурнӑҫланӑ ҫулсенче пӗтӗмпе 1180 яхӑн управлени кадрне хатӗрленӗ.

Анатолий Яруткин ҫамрӑксене Ассоциаци ӗҫӗ пирки каласа панă,  предпринимательлӗх енĕпе йышăннă ҫӗнӗ проектпа паллаштарнă. Ассоциаци юлашки вӑхӑтра хӑй умне лартакан пӗлтерӗшлӗ тӗллевсем пирки те каласа хăварнă ертӳҫĕ, вĕсенчен пӗри вӑл - коммерциллӗ мар организацисене (СО НКО) грант тивĕҫме май паракан конкурссене хутшӑнма хатӗрлесси.

" Фонд ҫулталӑкра 8-10 миллиард тенке яхӑн уйӑрать. Республикӑна ҫак финанссене явӑҫтарма майсем пур, анчах та коммерциллӗ мар организацисене пулӑшакан лайӑх ресурс центрӗ кирлӗ", - палӑртнă Анатолий Яруткин.

Тӗлпулура ертӳҫĕсем ҫакӑн пек центрсем тума майсем пурри пирки сӳтсе явнă. "Манӑн бизнес" центăра, Чӑваш Республикин Общество палатине вариантсен шутӗнче пӑхса тухнӑ.

Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗн тивĕҫĕсене вăхăтлăх пурнăҫлакан Олег Николаев ҫавӑн пекех ҫывӑх вӑхӑтра влаҫ представителӗсене, бизнеса тата общество организацийӗсене пӗрлештерекен Аслӑ экономика канашӗ йӗркеленессине пĕлтернĕ, вĕсем шăпах та, регионăн экономикине аталантарма пулăшассине палăртнă.

"Пирӗн тӗллев - предприниматель пуҫарулӑхне хастарлатасси. Экономика аталанӑвӗн министерстви умне вак тата вӑтам предпринимательлӗхе, пулӑшу институчӗсен ӗҫне-хӗлне тӗплӗн инвентаризацилеме тата ҫӗнӗ проектсене шырама тӗллев лартăпăр. Конкурентлӑ продукци туса кӑларассине кӗске вӑхӑтра пурнӑҫлакан тата конкурентлӑ продукцие туса кӑлармалли ҫӗнӗ малашлӑхлӑ проектсене шырама, пысӑк тухӑҫлӑ, лайӑх тӳлекен ӗҫ вырӑнӗсем йӗркелеме  сĕнĕпĕр", - тенĕ Олег Николаев.

Фоторепортаж



07 февраля 2020
07:36
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter