Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑха пурнӑҫлакан Олег Николаев Раҫҫей наукин кунӗ ячӗпе саламлани

Чӑваш Енӗн хисеплӗ ӑсчахӗсемпе преподавателӗсем, наука ӗҫченӗсемпе аспиранчӗсем тата студенчӗсем!

 Сире Раҫҫей наукин кунӗ ячӗпе чун-чӗререн саламлатӑп!

Хӑть хӑш саманара та аталанӑва ӑслӑлӑх ҫитӗнӗвӗсемпе открытийӗсем хӑват кӳрсе тӑраҫҫӗ.

Наука вӑй-хӑватне ӳстерсе пырасси, инновацисене ӗҫе кӗртесси, производствӑна ҫӗнетесси тата ӑна технологи тӗлӗшӗнчен пуянлатасси, импорта улӑштарасси – пирӗн республика умӗнче тӑракан стратегилле тӗллевсем. Экономика ӳсӗмӗ, регионӑн конкуренци пултарулӑхӗ тата халӑх пурнӑҫӗн тулӑхлӑхӗ ытларах чухне вӗсене пурнӑҫланинчен килеҫҫӗ.

Паян Чӑваш Енре ҫут ҫанталӑк пӗлӗвӗсен тата техникӑпа гуманитари ӑслӑлӑхӗсен 200 ытла ҫул-йӗрӗ енӗпе тӗпчев ирттереҫҫӗ, 80 ытла ӑслӑлӑх шкулӗ йӗркеленӗ, 40 яхӑн тӗпчев лабораторийӗ ӗҫлет.

Ҫитӗнекен ӑру наукӑпа ытларах та ытларах кӑсӑкланма тытӑнни уйрӑмах савӑнтарать. Ачасемпе ҫамрӑксен пысӑк технологисен сферинчи ӗҫ-хӗлне пулӑшма республикӑра Ҫамрӑксен инноваци пултарулӑхӗн цетрӗсене туса хунӑ.

Пурнӑҫне наукӑпа ҫыхӑнтарнӑ мӗнпур ҫынна пархатарлӑ тата ырми-канми ӗҫӗшӗн, профессие чунтан парӑннӑшӑн чӗререн тав тӑватӑп.

Сире ҫирӗп сывлӑх, иксӗлми хавхалану, ҫӗнӗ открытисем тума, телей тата ырлӑх сунатӑп!

 

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗн

тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑха пурнӑҫлакан                                   Олег Николаев



07 февраля 2020
17:47
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter