Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗн тивĕҫĕсене вăхăтлăх пурнăҫлакан Олег Николаевăн Контактри тӳрĕ линийĕн вăхăтĕнче ҫынсем пĕтĕмпе 1000 ытла ыйту панă

На первую прямую линию врио Главы Чувашии во Вконтакте поступило более 1000 вопросовПуш уйӑхӗн 6-мӗшӗнче Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗн тивĕҫĕсене вăхăтлăх пурнăҫлакан Олег Николаев Контактӑн социаллӑ сетӗнче тӳрӗ эфира тухнă. Республикӑра пурӑнакансемпе ҫавнашкал хутшӑну формачĕпе региона ертсе пыракан пӗрремӗш хут усӑ курнӑ.

Олег Николаев халăх ыйтӑвӗсене сехет хушши хуравланă. Ыйтусем тĕрлĕрен пулнă. Харпӑр хӑй пурнăҫĕпе ҫыхăннисем, влаҫ органĕсенче тăрăшакансен ĕҫ-хĕлĕ пирки те самай ыйтусем килсе тăнă.  Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗн тивĕҫĕсене вăхăтлăх пурнăҫлакан йăлари хытă каяшсен реформи ҫинчен, наци чӗлхисене упраса хӑварас, регионти ҫынсен пĕчĕк ĕҫ укҫи, китай инвестицийӗсем пирки те чылай ыйтусем ҫине хурав панă.

Ҫӗнӗ шкулсем тӑвас, ҫамрӑк ҫемьесене пулăшас, ҫул-йӗр строительстви, сывлӑх сыхлавӗн  ыйтăвĕсем те чылай пулнă.

Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗн тивĕҫĕсене вăхăтлăх пурнăҫлаканн "тӳрӗ линийӗ" пирки пилĕк кун малтан халăха пĕлтернĕ. Пиллӗк кун хушшинче социаллă сетьре 1300  яхăн комментари хӑварнӑ.

 Ҫыравҫӑсем тӳрӗ эфир вӑхӑтӗнче те активлă ыйтусем тăратнă. Ҫак хыпарсен вӑхӑтĕнче 17 пин ытла ҫын социаллă сетьре пулнă, 1200 ытла комментари ҫырнă. Мĕнпур ыйтăва тĕплĕн тишкерӳ тăвĕҫ, вӗсен пӗр пайне профиль ведомствисем хуравлама та ĕлкĕрнĕ.

 Олег Николаев ҫакӑн пек уҫă калаҫусем малашне те пулассине хыпарланă.

"Ку пысӑк ĕҫĕн пуҫламăшĕ тейĕпĕр. Айтӑр пĕрле пухăнса ыйтусене татса пама тăрăшар. Пĕрне-пĕри усăллă сĕнӳсемпе пулăшар, халăх ырлăхĕшĕн таса чунпа яваплăха туйса ĕҫлесе пыма пикенер", - тенĕ Чăваш Ен Пуҫлăхĕн тивĕҫĕсене вăхăтлăха пурнăҫлакан.

Фоторепортаж



10 марта 2020
07:11
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter