Шупашкар "Ĕҫри хастар хула " ята ҫĕнсе илессишĕн тăрăшĕ

Чебоксары будут претендовать на звание «Город трудовой доблести»Пуш уйӑхӗн 10-мӗшӗнче Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗн тивĕҫĕсене вăхăтлăх пурнăҫлакан Олег Николаев Правительство ҫуртĕнче кашни эрнере пулакан ĕҫлĕ планеркăна ирттернĕ.  Унта вăл республикăри влаҫра ĕҫлекенсене ĕҫ хучĕсене пухса хатĕрлес ĕҫе хастартарах хутшăна чĕнсе каланă.

Федерацин пуҫарӑвне хутшӑнма Чӑваш Республикин Общество палатин председателӗ Алексей Судленков сӗннĕ. Фашистла Германие ҫĕнтерес  ĕҫе Шупашкарти предприятисем пысăк тӳпе хывнине асăннă вăл.

Сӑмахран, Совет Союзӗнче кӑларакан танксене пурне те Сталин ячĕллĕ Харьковский электромеханика завочӗн  тата «Электрик» Ленинград завочĕн эвакуациленӗ цехӗсен базинче йӗркеленӗ, вĕсене Шупашкарти электроаппарат заводĕнчен калăпланса тухакан таварсемпе пуянлатнă. Авиаци тата танк промышленноҫне аппаратурӑпа тивӗҫтерес енӗпе Правительство хушăвĕсене ӑнӑҫлӑ пурнӑҫланӑшӑн завода Ĕҫлĕ Хĕрлĕ Ялав орденпа чысланă.

Чапаев ячĕллĕ ЧПО заводне, унччен 320-мӗш номерлӗ завод пек паллӑ боеприпас туса кӑларакан предприяти пек асра тытнă, Сӑр рубежӗнчи дзотсемпе оборона сооруженийӗсене туса хатӗрлеме шаннă вĕсене. Шупашкарти эрех завочӗ вӑрҫӑ ҫулӗсенче "Молотов коктейли" тирпейлесе кăларнине те сахалӑшӗ пӗлет.

Вырӑнти предприятисене Ҫӗнтерӳшĕн ĕҫленĕ тĕслĕхсене тупса палăртас тĕлĕшпе, хула администрацийӗ ҫумӗнче ятарлă ĕҫ ушкăнĕ йӗркеленӗ, ăна И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн историпе географи факультечӗн деканӗ, Чăваш Республикинчи Обществăлла палатăн членĕ Олег Широков ертсе пырать.

"Эпир вăрҫă ҫулĕсенче ашшӗсемпе аслашшӗсем, амӑшӗсемпе кукамӑшӗсем паттăррăн кĕрешнине ҫынсем пӗлччӗр тетпӗр. Эпир ҫав ҫынсене халăх асра тыттăр тесе ĕҫлетпĕр. Ака уйăхĕн 22-мӗшӗнче, Пӗтӗм Раҫҫейри Конституцие ҫĕнĕлĕхсем кĕртес енĕпе пулакан  сасӑлав кунӗнче, Шупашкарта пурăнакансем тата республика халăхĕ хулана Хисеплӗ ята парасси пирки хӑйсен шухӑшне пӗлтерччӗр тесе сӗнетпӗр", - тенӗ Алексей Судленков.

Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗн тивĕҫĕсене вăхăтлăх пурнăҫлакан Олег Николаев пуҫарăва ырланă, архив  материалӗсене ҫынсем патне ҫитерме кирлине палӑртнӑ.

"Куратӑр ӗнтӗ, ĕҫ пуҫланчӗ: нумай хуласем ҫак ятшӑн ĕҫ хучĕсене пуҫтарма кӑмӑл пурри ҫинчен пӗлтерчӗҫ, пирӗн те вăл ĕҫе пурнӑҫлама сӑлтавсем пур", – пĕтĕмлетнĕ калаҫăва региона ертсе пыракан.

Аса илтеретпӗр, пуш уйӑхӗн 1-мӗшӗнче Раҫҫей Федерацийĕн Президенчӗ Владимир Путин ҫĕнĕ саккун алă пусса ҫирĕплетнĕ.  Тăван ҫĕршывăн Аслă вăрҫинче 1941-1945 ҫулсенче Ҫӗнтерӳ тума хӑйсен ӗҫӗпе пысӑк тӳпе хывнӑ халӑх пурӑнакан вырӑнсене «Город трудовой доблести» (Ĕҫри хастар хула) теме йышăнас текен ĕҫ хутне алă пуснă.

Хулана хисеплӗ ята пама ыйтса ҫырнă ĕҫ хучĕсене Раҫҫей Федерацийĕн  "Ҫӗнтерӳ" йĕркелӳ комитечĕ пӑхса тухӗ. 

Фоторепортаж



10 марта 2020
14:03
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter