Ҫул ҫинчи тӗрӗслев системине лайӑхлатма сӗннĕ Олег Николаев
Пуш уйӑхӗн 10-мӗшӗнче Чăваш Республикин Пуҫлăхĕн тивĕҫĕсене вăхăтлăх пурнăҫлакан Олег Николаев кашни эрнере пулакан планеркӑра, пысăк тиевлĕ транспорт ҫуркуннехи шыв-шур вăхăтĕнче автомашина ҫулĕсене пăсасран асăрхаттару паллисене ятарлă специалистсене лартса тухма чĕнсе каланă.
Палӑртса хӑварар, Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗн тивĕҫĕсене вăхăтлăх пурнăҫлакан Олег Николаев пуҫарӑвӗпе регионти автомашина ҫулĕсене тирпейлесе сарас ĕҫе пурнăҫлама укҫан калăпăшне икĕ хут та ӳстерме йышăннă. Енчен те 2019 ҫулта ҫулсене тытса тăма тӑкакӗсен калăпăшĕ 390 миллион тенкӗ пулнӑ пулсан, кӑҫал вӗсен виҫи 700 миллион тенкӗне ҫитнӗ.
Чӑваш Республикин транспорт тата ҫул-йӗр хуҫалӑх министрӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫлакан Владимир Осипов паянхи кун вырӑнти пĕлтерĕшлĕ автоҫулсене 7 пин тăваткал метр чухлĕ лаптăкра юсав ĕҫĕсене пурнăҫланине хыпарланă. Регион пĕлтерĕшлĕ ҫулсене вара 3,3 пин тăваткал метр чухлĕ лаптăкра ҫĕнетнĕ тесе хыпарланă вăл.
"Регионти автоҫулсене подрядлӑ организацисем ҫителӗклӗ мар тата пахалăх тĕлĕшĕнчен кăштах япăхрах пурнăҫланă», - тесе палӑртнӑ вӑл.
Хальхи вӑхӑтра регион пĕлтерĕшлĕ ҫулсем ҫинче икӗ предприяти тăрăшнине, вĕсем: "Воддортрой" тата "Дортех" тулли мар яваплă обществăсем тенĕ ведомство ертӳҫи.
"Республикӑри пӗтӗмӗшле усӑ куракан автомашина ҫулӗсене мӗнле тытнине министерство енчен тӗрӗслесе тӑрасси малалла та пулĕ", - палӑртнӑ Владимир Осипов.
Шупашкар хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Алексей Ладыков иртнӗ ҫулсенче пысӑк тиевлӗ машинӑсен водителӗсем чарӑнса тӑманнине, тараса тӗрӗслевне шута илмесӗр иртсе кайнине палӑртнă. Кайран вӗсене шыраса тупма та хĕн тенĕ вăл.
Ҫавна май Олег Николаев ҫул ҫинчи тӗрӗслев тытăмне лайӑхлатма сӗннĕ.
"Камерӑсем пулсан, оперативлӑ статистика тӑвӑпӑр, транспорт хатӗрӗсем виҫепе тӗрӗслев пункчӗ витӗр мӗн чухлӗ иртнине пӗлӗпӗр. Саккун нормисем урлӑ каҫас текенсем валли пысӑк мера пулса тӑрӗ", - тенӗ вӑл.
Олег Николаев ҫавӑн пекех Чӑваш Республикинчи Шалти ӗҫсен министерстви "Стоп – перегруз!" акци ирттернине ырланă.
Чăваш Республикин Пуҫлăхĕн тивĕҫĕсене вăхăтлăх пурнăҫлакан Олег Николаев хушнипе палӑртнӑ ыйтусене сӳтсе явма витĕм кӳрекен ведомствăсем хушшинчи комиссине ҫитес кунсенче йĕркелĕҫ.