Олег Николаев Ҫӗнӗ Шупашкарти кордодромăн строительство ĕҫне вĕҫлеме хушнă

Олег Николаев велел поставить точку в постройке кордодрома в НовочебоксарскеЧӑваш Ен Пуҫлӑхӗн тивĕҫĕсене вăхăтлăх пурнăҫлакан Олег Николаев кашни эрнере ирттерекен планеркăра, республикăра пурăнакансемпе Контакт тытăмĕнче социаллă сетьре уҫă калаҫу ирттерни пирки чарăнса тăнă. Паллă пулăма иртнĕ эрнере йĕркеленĕ. Интернет-ресурссĕсемпе усă куракансем пĕтĕмпе 1300 ытла комментари ҫырнине хыпаланă вăл сăмаха малалла тăснă май. Уҫă эфир вăхăтĕнче ҫынсем хастар ыйтусем панине те палăртса хăварнă. Вĕсенчен нумайăшне Олег Николаев туххăмрах хуравсем панă.     

Регион Ертӳҫин тивĕҫĕсене вăхăтлăх пурнăҫлакан  Ҫӗнӗ Шупашкарта пурăнакан Даниил ҫамрӑк чемпионăн видео сĕнĕвĕ пирки каласа хăварнă.  Ача кордодром тӑвас ӗҫ епле шайра пыни пирки ыйтса пĕлнĕ. Строительство ĕҫне ырă кăмăллăх фончĕн тĕревĕпе пурнăҫланине те асăнса хăварнă вăл. Ĕҫ-пуҫ сакăр ҫул каялла пуҫланнă имĕш. Тӑххӑрмӗш класра вӗренекен республика Пуҫлăхĕн тивĕҫĕсене вăхăтлăха пурнăҫлакан Олег Николаевран пăшăрханса  лару-тăру епле пулни пирки ыйтнă.  Ҫамрăк ача авиамодель клубӗнче вăй хурать, унта ачасемпе пĕрле самолетсене конструкцилеме вӗренет.

 Олег Николаев ыйтăва ҫирĕп тĕрĕслеве илнĕ,  Ҫӗнӗ Шупашкар хула администрацийӗн пуҫлӑхне Ольга Чепрасовăна ҫитес планерка валли кирлĕ пек хурав пама сĕннĕ. «Ĕҫ-пуҫ пирки тĕплĕнрех пĕлес тесе вырăна тухса тĕрĕслеме те хатĕр. Йывăрлăх кăларса тăратакан ыйтăва татса парассипе ҫитес планеркăра малалла мĕн тумаллине шухăшласа уҫăмлатма тăрăшăпăр», - тенĕ вăл.   



11 марта 2020
14:33
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter