Чăваш автономи облаçне йĕркеленĕренпе 100 çул çитнине халалланă мероприятисен марафонне Чăваш Ен Пуҫлăхĕн тивĕҫĕсене вăхăтлăх пурнăҫлакан Олег Николаев уҫнă

Олег Николаев дал старт марафону празднования 100-летия образования Чувашской автономииПуш уйӑхӗн 10-мӗшӗнче Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗн тивĕҫĕсене вăхăтлăх пурнăҫлакан Олег Николаев Чăваш автономи облаҫне йĕркеленĕренпе 100 ҫул ҫитнине халалланă савăнăҫлă  мероприятине хутшăннă.  

«Шупашкар–Арена» Пăр керменĕнче спектакль пек хайланă пулăма республикăри 600 яхăн паллă артистсем хутшăннă.

Уява курма  Чăваш Енĕн 4 пин ытла  сумлă ҫыннисем килсе ҫитнĕ.

Чăваш халăхĕшĕн кăна мар, федераци шайĕнче те  Чӑваш автономи облаҫне йĕркеленĕренпе ҫĕр ҫул ҫитни хăйне евĕр паллă истори пулса тăчĕ тесе каланă хăйĕн сăмахĕнче савăнăҫлă мероприятине уҫнă май Олег Николаев.

Чăваш автономи облаҫне 1920 ҫулта ҫĕртме уйăхĕн 24-мӗшӗнче йышăнса хăварнине асăннă,  унăн тĕп хули Шупашкар тесе палăртнине каланă вăл.

"Пирӗн халӑх нумай нуша тӳссе ирттернӗ, йывӑрлӑхсем те сахал мар пулнӑ. Анчах та  пĕтĕмпех чӑтнă, хӗн-хура парăнтарма пĕлнĕ. 30-мӗш ҫулсенче Чӑваш Ене В.И. Ленин орденӗпе наградӑланӑ", - палӑртнă Олег Николаев.

Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗн тивĕҫĕсене вăхăтлăх пурнăҫлакан Олег Николаев халăхăн вӑрҫӑ вӑхӑтӗнчи йывӑр ҫулĕсем пирки те чарăнса тăнă. Фронта Чӑваш Енре пурӑнакан 208 пин ҫын кайнӑ, вĕсенчен кашни  иккӗмӗшӗ ҫапӑҫу хирӗнчен таврӑнман. Чӑваш Енре ҫуралса ӳснӗ тата ҫӗршыври ытти регионти чӑвашсем Совет Союзӗн Геройӗн ятне тивӗҫнӗ, нумайăшĕ вилӗмсӗр ята та илнĕ тенĕ вăл.

"Чӑваш Еншӗн вӑрҫӑ хыҫҫӑнхи ҫулсем те ҫăмăлах пулман. Хĕрӳ аталану тапхăрĕ кашни ҫынна ырми-канми ĕҫлеме хистенĕ.  Республикӑри пысăк предприятисенче ĕҫлекенсем  Шупашкар ГЭСНЕ кӗске вӑхӑтра туса лартнӑ. Ҫакӑ пӗтӗмпех чӑваш халӑхӗ хӑйӗн ӗҫне тивӗҫлипе тунипе, вӑхӑт иртнӗҫемӗн пӗр харӑс утма тӑрӑшни ҫинчен калать", - тенĕ региона ертсе пыракан.

«Пурте пĕрле алран-алă тытăнсан, пĕрле кар тăрса хастар ĕҫлесен, кирек-епле йывăр ĕҫе те пурнăҫа ҫăмăллăнах кĕртме пулать», - тесе чĕнсе каланă Чăваш Республикин Пуҫлăхĕн тивĕҫĕсене вăхăтлăх пурнăҫлакан Олег Николаев.  

«Паян та эпӗ сирӗнпе пӗрле тӑван республикӑшӑн мӑнаҫланатăп, унӑн историпе культура пуянлӑхне, ҫитӗнӗвӗсене курса савăнатăп. Чӑваш автономи облаҫне йĕркеленĕренпе 100 ҫул ҫитнине халалланӑ мероприятисен марафонĕ уҫăлнă пирки пĕлтеретĕп!"- тенĕ Олег Николаев.

Мероприятинче хисепе тивĕҫнĕ ентешсене патшалăхăн ҫĕнĕ наградине парса чысланă.

 "Чӑваш автономи облаҫне йĕркеленĕренпе 100 ҫул ҫитнине" асра тытмалли медальпе Шупашкар тата Чăваш Ен митрополит Варнавăна,  СССР халӑх артисткине Вера Кузьминана тата Шупашкар хулин Хисеплӗ ҫыннине Иван Долгушина парса хисеп тунă.

Фоторепортаж



11 марта 2020
08:27
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter