Олег Николаев Чӑваш Республикин Министрсен Кабинечӗн черетлӗ ларӑвне ирттернӗ

Олег Николаев провел очередное заседание Кабинета Министров ЧувашииПуш уйӑхӗн 11-мӗшӗнче Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗн тивĕҫĕсене вăхăтлăх пурнăҫлакан Олег Николаев Чăваш Республикин Министрсен Кабинечӗн черетлӗ ларӑвне ирттернӗ.

Ларура 2019 ҫулхи IV кварталта пурӑнма кирлӗ чи пӗчӗк виҫе калӑпӑшне палӑртни  пирки тĕплĕн канашланă

 Чӑваш Республикин ӗҫ тата социаллӑ хӳтлӗх министрӗн тивĕҫĕсене пурнăҫлакан Алена Елизарова хăйĕн докладĕнче 2019 ҫулта IV кварталта пурӑнмалли чи пӗчӗк виҫе калӑпӑшӗ 2019 ҫулхи  III кварталти кăтартусемпе танлаштарсан 3,3% чакнине, вăл  8976 тенкӗ пулнине каланă. Ӗҫлеме пултаракан халӑх валли 2019 ҫулта IV кварталта 9534 тенкӗ, пенсионерсем валли – 7342 тенкӗ, ачасем валли – 8971 тенкӗ пулнă. Укҫа виҫи пĕчĕк пулни таварсен хакĕ йӳнелнипе ҫыхăннă имĕш.  

Олег Николаев хаксене мониторинг пурнӑҫламалли принципсем ҫинче тимлӗх уйӑрма хушнă.

"Пирӗн Росстатӑн хакӗсене пӑхмалла. Мӗншӗн тесен Росстат хӑй лайӑх информацие фиксацилет пулсан тата пире апат-ҫимӗҫ таварĕсен хакне парать пулсан, вӗсем пурӑнма кирлӗ чи пӗчӗк виҫе калӑпӑшне чакарнине кӑтартаҫҫӗ пулсан, тен, пӗр-пӗр системӑллӑ йывăрлăх пур. Пĕрле тĕплĕн тишкерер, хаксене мониторинг тăвăпăр, пурӑнма кирлӗ чи пӗчӗк виҫе шутламалли палӑртса хунӑ меслете, вӑл ӑҫтан пуҫӑннине уҫҫӑн ӑнланăпăр", - тенĕ Чӑваш Ен Пуҫлăхĕн тивĕҫĕсене вăхăтлăх пурнăҫлакан Олег Николаев.

Ларура предпринимательсен прависене хӳтӗлес енӗпе ĕҫлекен Уполномоченнӑй Александр Рыбаков  тарăн доклад тунă,  вăл 2019 ҫулта туса ирттернӗ ӗҫ ҫинчен калакан отчетпа паллаштарнă.

Республикӑра 2020 ҫулхи кӑрлач уйӑхӗн 1-мӗшӗ тĕлне вак тата вӑтам бизнес 45 пинпе танлашнă. МСП субъекчӗсенчен мӗнпур шайри бюджетсене пӗтӗмӗшле 2019 ҫулта 19,2 миллиард тенкĕ кĕнĕ е  урăхла каласан 120% шайĕнче 2018 ҫулхипе пăхсан.

"2019 ҫулта ман адреспа предпринимательлӗх ӗҫ-хӗлӗн субъекчӗсенчен 291 ыйту килнӗ. Ҫӑхавсен ытларах пайне хамӑр тӗллӗн тӗрӗслерӗмӗр е профиль органӗсемпе пӗрле килĕшсе вырăна тухса хакларăмăр.  Кӑтартусем тӑрӑх, вӗсен пӗтӗмӗшле хисепĕнчен 55 процентне туллин татса панă. Ҫивӗч ыйтусен шучӗ чакманнине анализ кӑтартса пачӗ", - тесе палăртса каланă Александр Рыбаков.

Бизнеспа влаҫ пĕр-пĕринпе килĕшсе ĕҫленине кура, нумай ыйтăва туххăмрах татса пама май пуррине те асăнса хăварнă уполномоченнăй.

Олег Николаев предпринимательсемпе тĕлпулу ирттернĕ чухне вĕсем час-часах Шупашкар аэропорчӗ тавра санитари зонине вырнаҫтарасси  пирки ҫивӗч ыйтăва хускатнине пĕлтернĕ.

Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗн тивĕҫĕсене вăхăтлăха пурнăҫлакан Олег Николаев  ҫывăх вăхăтра Экономика министерствипе Транспорт министерствине пĕрле  ҫак ыйтупа уҫă канашлу ирттерме хушнă.

"Ыйтăва татса пама кирлĕ пек мерăсем йышăнмалла. Палăртнă ĕҫсен ҫирĕп йĕрки пулмалла. Бизнесра ĕҫлекенсене, чи малтанах строительсене, ҫак ыйтăва мĕнле вăхăтра татса пама пултарни пирки пĕлтермелле", - палӑртнӑ вăл. Чӑваш Республикин Министрсен Кабинечӗн ларӑвĕнче муниципалитетсем хушшинчи маршрутсем пирки, ҫавӑн пекех чӗрчунсем валли приютсен ӗҫ-хӗлне йӗркелемелли йӗркене ҫирӗплетекен ыйтусене сӳтсе явнӑ, пурринпе те тивĕҫлĕ мерăсем йышăнса хăварнă. 

Фоторепортаж



11 марта 2020
16:33
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter