Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашӗн депутачӗсем Конституцине тӳрлетӳсем кĕртесси ҫинчен калакан саккуна ырланă

Депутаты Госсовета Чувашии поддержали закон о поправке к КонституцииКонституцине  тӳрлетӳсем кĕртесси ҫинчен калакан саккуна  Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕсем ырланă, уншăн 38-шĕ сасӑланӑ, виҫҫӗшӗ тытӑнса тӑнӑ.

Пуш уйăхĕн 12-мĕшĕнче иртнĕ Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн 38-мӗш сессийӗн ĕҫне Чӑваш Ен Пуҫлăхĕн тивĕҫĕсене вăхăтлăх пурнăҫлакан Олег Николаев хутшӑннă. Региона ертсе пыракан ҫӗршыв умӗнче тӑракан чӗнӳсемпе тĕллевсене пурнăҫлассинче пĕрле килĕшсе ĕҫлемеллине палăртса хăварнă.

"РФ Конституцие йышӑннӑ хыҫҫӑн 26 ҫул ытла иртрӗ. Ҫав вӑхӑтра пирӗн общество питӗ улшӑнчӗ, пурнӑҫри лару-тӑру та чылай ырă енне куҫрĕ. Ҫавна тума наукӑпа техника прогресӗ, цифра трансформацийӗ тата ытти факторсем витĕм кӳчĕҫ. Паянхи пурнăҫ ҫĕнĕлĕхсене ыйтать. Вĕсене пĕтĕмпех шута илмелле. Патшалӑхӑн Тӗп саккунӗ ҫӗршыв ырлӑхӗпе аталанӑвӗн ҫирӗп те шанчӑклӑ никӗсӗ пулса тӑрать. Конституци нормисемпе принципӗсене хисеплени, Тӑван ҫӗршыв шӑпишӗн кашниех яваплӑ пулнине ӑнланса ӑша хывни Чӑваш Республикин тата ҫӗршывӑмӑрӑн социаллӑ пурнӑҫӗпе экономика вӑй-хӑватне ӳстерсе пыма пулăшать.  Эпир йышăнакан улшӑнусем Раҫҫей Федерацийӗн кашни ҫыннине гаранти пама сӗнеҫҫӗ", – тенӗ вӑл.

Саккун проектне анлӑн сӳтсе явнӑ, ăна туса хатӗрлес ӗҫ валли ĕҫ ушкăнĕ йышăннă, общество представителĕсемпе тарăн тишкернĕ. Олег Николаев Раҫҫей Президенчӗн Владимир Путинӑн позицийӗ пирки аса илтернĕ,  ҫĕнĕ саккун ака уйăхĕн 22-мӗшӗнче халăх сасăласа хăй шухăшне палăртнă хыҫҫăн тин,  вӑя кӗрессине каланă.

"Пирӗн сирӗнпе саккунри мĕнпур ҫĕнĕлĕхе тĕпе хурса, пурнӑҫа кӗртес тӗллевпе тăрăшса ĕҫлемелле. Кашни норма пысӑк пӗлтерӗшлӗ, вĕсем пĕтĕмпех пурнӑҫа паха улшăнусем кĕртме витĕм кӳрĕҫ", - палӑртнă Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗн тивĕҫĕсене вăхăтлăх пурнăҫлакан Олег Николаев. Вӑл муниципалитетсене халӑх влаҫӗн пӗрлехи тытӑмне йĕркелеме, ҫавӑн пекех тӑван чӗлхене упраса хӑварма тата  ӑна вӗренмелли, аталантармалли условисем туса хурасси ҫине  пысăк тимлĕх уйăрма чĕнсе каланă.

Аса илтеретпӗр, Раҫҫей Федерацийӗн Конституцине кĕртнĕ ҫĕнĕлĕхсене Раҫҫей Федерацийĕн Патшалăх Думин депутачĕсем йышăннă, Федераци Канашĕ пуш уйăхĕн 11-мĕшĕнче пăхса тухса ырланă. 

Фоторепортаж



12 марта 2020
14:27
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter