Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗн тивĕҫĕсене вăхăтлăх пурнăҫлакан Олег Николаев Федерацин налук службин Чӑваш Республикинчи Управленийӗн ертӳҫипе Марина Петровăпа ӗҫлĕ тӗлпулу ирттернĕ

Олег Николаев: «Формальных подходов в вопросах поддержки бизнеса мы должны избегать» Пуш уйӑхӗн 11-мӗшӗнче Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗн тивĕҫĕсене вăхăтлăх пурнăҫлакан Олег Николаев  Правительство ҫуртĕнче  Федерацин налук службин Чӑваш Республикинчи Управленийӗн ертӳҫипе Марина Петровăпа ӗҫлĕ тӗлпулу ирттернĕ.

Федерацин налук службин Чӑваш Республикинчи Управленийӗн ертӳҫи хăйĕн сăмахĕнче республикăри бизнес тытăмĕнче тăрăшакансем налук хывассипе тивĕҫлĕ шайра ĕҫлесе пынине каланă. Мĕнпур предпринимательсенчен 97 проценчĕ хăй ирĕкĕпе графиксене пăхăнса налук вăхăтра тӳлеҫҫĕ тенĕ ертӳҫĕ сăмаха малалла тăснă май. Ҫав вăхăтрах хăш-пĕр йывăрлăхсем пирки те чарăнса тăнă вăл. Бюджета 9 млрд чухлĕ налук пуҫтарăнса кĕменнине те асăннă, вĕсенчен нумайăшĕ пăрахăҫланасси паллă тенĕ ведомство ертӳҫи.

Предприятисен  парăмĕсене пула, налук службин ĕҫченĕсем вĕсен ĕҫ-хĕлне чарса лартни пысӑк инвестици проекчӗсене пурнӑҫа кĕртме хирĕҫленине палăртнă. "Сӑмах экономикӑн уйрӑм отрасльӗсенче пин-пин ҫын ӗҫлекен  предприятисем пирки пырать. Инвестициллĕ проектсене вăхăтра пурнăҫа кĕме чăрмав кӳме пултарать. Пӗрлехи ӗҫсен алгоритмне туса хатӗрлеме сӗнетӗп. Ҫакӑ федераципе  Чӑваш республикин территори органӗсен,  бизнесри  хутшăнусене лайӑхлатма витĕм кӳрĕ", - палӑртнӑ Олег Николаев.

Палӑртса хӑварар, Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗн тивĕҫĕсене вăхăтлăх пурнăҫлакан Олег Николаев  нумаях пулмасть налук службин ĕҫченĕсене бизнес тытăмĕнче тăрăшакансемпе уҫăмлăн ĕҫлеме чĕнсе каланă,  предпринимательсен умне пĕчĕк ҫитменлĕхсемшĕнех чăрмавсем кăларса тăратма юраманнине асăрхаттарнă.  

Фоторепортаж



12 марта 2020
07:55
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter