Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗн тивĕҫĕсене вăхăтлăх пурнăҫлакан Олег Николаев Чӑваш Республикин территорийӗнче коронавирус инфекцийӗпе кӗрешекен Оперативлӑ штабӑн ларӑвне ирттернӗ

Олег Николаев: «В Чувашии многое сделано для профилактики распространения коронавирусной инфекции»Пуш уйӑхӗн 12-мӗшӗнче Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗн тивĕҫĕсене вăхăтлăх пурнăҫлакан Олег Николаев Чӑваш Республикин территорийӗнче коронавирус инфекцийӗпе кӗрешекен  Оперативлӑ штабӑн ларӑвне ирттернӗ.

 Регион ертӳҫи хӑйӗн докладӗнче Чӑваш Ен территорийӗнче усал чиртен асăрханас тата вăл сарӑлассинчен сыхă тăрас тĕлĕшпе уйăх хушшинче штаб сахал мар  ӗҫленине палӑртнă.

Сӑмахран, инфекци стационарӗсенче аслисем валли те ачасем валли те ҫителĕклĕ таран вырăн хатĕрленине асăннă.  Чирлисене валли  изоляцилеме ятарлӑ бокссем йӗркеленӗ. Медицина организацийӗсем гриппа ОРВИ, ҫӗнӗ коронавирус инфекцийӗсемпе кĕрешме кирлӗ пек аппаратурӑна хатĕрлесе тăратнă.

Чӑваш Республикин резерв фондӗнчен инфекци палӑрсан кирлӗ мероприятисем ирттерме медицина организацийӗсене аппаратурӑпа, приборсемпе тата ытти материалсемпе тивӗҫтерме 50 миллиона яхӑн тенкӗ пăхса хăварнă.  "Ку ыйтăва кулленех тĕрĕслеве илмелле, ĕҫ-пуҫа куҫран вĕҫертме юрамасть. Хушма медицина хатĕрĕсене, саппассене кирлӗ шайра тытса тăмалла", - палӑртнă Олег Николаев.

"Паянхи куна халӑха маскӑсемпе тивӗҫтерес ĕҫ кирлĕ пек шайра пулса пырать. Тавар медицина учрежденийĕсенче ҫителĕклĕ. Нимĕнле пăтăрмахсем те тупса палăртман. Йĕрке пăснă тĕслĕх ҫук. Ыйту пысăк пĕлтерĕшлĕ, пурин те асăрхануллă пулмалла, тимлĕхе ҫухатма юрамасть», - тенĕ Чăваш Республикин Пуҫлăхĕн тивĕҫĕсене вăхăтлăх пурнăҫлакан Олег Николаев.  

Пуш уйăхĕн 11-мĕшĕ тĕлне 34 ҫынна медицина ĕҫченĕсем ҫивĕч тĕрĕслеве илнĕ. Республикӑра коронавирус инфекцийӗсемпе чирленисене тупса палăртман.

Олег Николаев халӑха анлӑ, оперативлӑ тата тулли информаци памаллине палӑртнă, ҫакӑ коронавирус инфекцийӗсенчен сыхă тăма витĕм кӳрессине палăртнă. Профилактика ĕҫне те кулленех йĕркелеме чĕнсе каланă регион ертӳҫи сăмаха малалла тăснă май.

 "Паян социаллӑ сетьсенче Чӑваш Енре пурăнакан коронавируспа чирленĕ тесе хыпар сарăлнине пĕлтерчĕҫ мана. Предприятисем пирки палăртнă. Халăха пăлханма сарнă суя пĕлтерӳ. Кун пек фактсем пирӗн ҫук. Вӗсем пулнӑ пулсан, эпир ҫакӑн ҫинчен официаллă майпа пĕлтернĕ пулăттăмăр", - палӑртнӑ вӑл.

Чăваш Республикин сывлӑх сыхлавӗн министрӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫлакан Владимир Степанов пӗлтернӗ тӑрӑх, республикӑра медицина ĕҫченĕсемпе гриппа ОРВИ, эпидемиологи, клиника, диагностика, коронавирус инфекцийӗсемпе кĕрешессипе профилактика ĕҫĕсене пурнăҫлама ятарлă семинарсем ирттернине пĕлтернĕ.

Оперативлӑ штаб ларӑвӗнче ҫавӑн пекех Шупашкар тата Ҫӗнӗ Шупашкарта халӑх йышлӑ пухӑннӑ вырӑнсенче кулленхи дезинфекци енĕпе мероприятисене активлăрах йĕркелемеллине палăртнă.

Фоторепортаж



12 марта 2020
17:19
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter