Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Олег Николаев Чӑваш Енри уголовлӑ айӑплава пурнӑҫлакан тытӑмӑн ӗҫченӗсен кунĕ ячӗпе саламлани

Чӑваш Енри уголовлӑ айӑплава пурнӑҫлакан тытӑмӑн хисеплӗ ӗҫченӗсем тата ветеранӗсем!

Сире професси уявӗпе чунтан саламлатӑп!

Раҫҫейӗн айӑп­лава пурнӑҫлакан федераци службин Чӑваш Ре­с­­­публикинчи управ­ле­ни­йӗ - регионти право сыхлавӗн тытӑмӗнче пысӑк вырӑн йышӑнать.

Ведомство ӗҫченӗсем  йӑнӑш утӑм тунӑ граждансене саккуна пӑхӑнса пурӑнмалли пурнӑҫа тавӑ­рăнма витĕм кӳреҫҫĕ, обществӑри саккунлӑхпа йӗркелӗхе, граждансен хӑрушсӑрлӑхне тата ырлӑхне тивӗҫтереҫҫĕ, пирӗн республика территорийӗнче право йӗркине лайăхлатас ĕҫре тивӗҫлӗ тӳпе хываҫҫӗ.

Професси тата служба тивӗҫне чунтан парӑнса ĕҫленĕшĕн йышăнсамăр манран тав сăмахĕсене.

Сире ҫирӗп сывлӑх, телей, ырлӑх тата малашнехи ĕҫсенче ҫитӗнӳсем сунатӑп!

 

Чӑваш Республикин

Пуҫлӑхӗн тивĕҫĕсене вăхăтлăх пурнăҫлакан         Олег Николаев



12 марта 2020
08:15
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter