Транспортра аллăн укçа тÿлеттермĕç

Общество транспортĕнче çул çÿревшĕн укçан мар, ЕТК мелĕпе, банк карточкипе, смарфтонпа усă курса тÿлес ыйтупа Чăваш Ен Министрсен Кабинечĕн паянхи ларăвĕнче транспорт министрĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Владимир Осипов сăмах илчĕ.

«Безнал» мелĕ Шупашкарта, тĕп хуларан Çĕнĕ Шупашкара çÿрекен транспортра вăя кĕнĕ ĕнтĕ. Халь вара унпа республика территорийĕнче хула çумĕнчи, хуласен хушшинчи маршрутсем çинче те усă курма тытăнĕç. Министр иккĕленмест: ку пассажирсемшĕн меллĕрех пулĕ.

www.hypar.ru

 



Республикăра тухса тăракан хаçат "Хыпар"
12 марта 2020
10:06
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter