Олег Николаев студентсене ӗҫе вырнаҫма пулӑшӗ

Олег Николаев поможет студентам с трудоустройствомПуш уйӑхӗн 12-мӗшӗнче Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗн тивĕҫĕсене вăхăтлăх пурнăҫлакан Олег Николаев И.Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетĕнче  республикăри ҫамрăксемпе уҫă тĕлпулу ирттернĕ.  

 Регион  ертӳҫипе пĕрле калаҫăва Чӑваш Республики Пуҫлăхĕн ҫумĕнчи ҫамрӑксен кадр резервӗн представителӗсем,  Ҫамрӑксен правительствин тата тӗп хулан кадр резервӗнче тăракансем, аслă шкулсенче ăс пухакансем тата социаллӑ проектсене пурнӑҫлама хатӗрленнӗ ҫамрӑксем хутшăннă.

 Тӗп ыйту - патшалӑхăн граждан службинче ҫамрăксене ĕҫлеме явăҫтарасси. Кадрсен пĕтĕмлетĕвĕ тӑрӑх, юлашки 5 ҫул хушшинче ҫамрӑк специалистсен шучӗ Чӑваш Республикинче граждан службинче ĕҫлекенсем (30 ҫула ҫитнисем) 30 процент пулнă пулсан, халĕ вăл хисеп 23% ҫитнĕ.

 Олег Николаев ҫак ыйту пĕлтерĕшлĕ тесе каланă, апла пулсан ҫамрăксене ĕҫе явăҫтарассипе ырми-канми тăрăшмалла тенĕ. Патшалӑх службинче хастар ҫамрăксем ытларах ĕҫлемелле тесе чĕнсе каланă.

 "Эпир ҫамрӑксене регионăн управлени процессне явăҫтарма хатĕр. Уйрӑмах ӗҫ тӑвакан влаҫ органӗсен тытӑмӗнче ҫамрӑксене кӗтетпӗр. Эпӗ сирĕн умăрта ҫĕнĕ Указ алă пусса ҫирĕплетме хатĕр,  унта Чăваш Республикин патшалӑх влаҫӗн органӗсенче Ҫамрӑксен карьера кунӗсене ирттересси пирки ҫырнă", - палӑртнă Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗн тивĕҫĕсене вăхăтлăх пурнăҫлакан Олег Николаев.

Ҫĕнĕ указпа килĕшӳллĕн, 2020 ҫулта ака уйăхĕнчен пуҫласа Чӑваш Енре патшалӑх управленийӗн тытӑмӗнче Карьера кунӗсем иртӗҫ. Вĕсен тӗп тӗллевӗ - ҫамрӑксене республика Правительствине ĕҫлеме явĕҫтарасси, карьера тума май пурри ҫинчен каласа парасси. Студентсене ӗҫлеме вĕрентĕҫ. Унсӑр пуҫне ҫамрӑксем общество канашӗсен тата канашлу органӗсен ӗҫне хутшӑнма пултарайраҫҫӗ.

Олег Николаев чи хастар та пуҫаруллӑ ҫынсене Карьера кунӗсене хутшӑнма чӗнсе каланӑ.

 "Эсир Чӑваш Енре карьера тума  ирĕк паракан нумай майсем ҫинчен пӗлӗр. Ҫакӑ ҫӗнӗ ӳсĕмсем патне илсе пыракан утӑм пулса тăрĕ. Эпир сирӗнпе регион управленийӗн ҫӗнӗ модельне йĕркелесе яма тӑрӑшӑпӑр", -  тенĕ вӑл.

 Ҫамрӑксем ырă пуҫарăва хавхалансах йышăннă.

 Уҫă тĕлпулу хыҫҫăн, Олег Николаев ҫамрăксемпе пĕрле И.Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн Куьлтура керменĕнче "Студентсен ҫурхи уявĕ–2020" фестивальне хутшӑннă, вĕсен ăсталăхне курса хакланă.

Фоторепортаж



13 марта 2020
08:33
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter