Алексей Кокелӗн Музей ҫурчӗ реставраци хыҫҫӑн уҫӑлнӑ

Дом-музей Алексея Кокеля открылся после реставрации Пуш уйӑхӗн 13-мӗшӗнче Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗн тивĕҫĕсене вăхăтлăх пурнăҫлакан Олег Николаев Патӑрьел районӗнче ĕҫлĕ ҫул ҫӳревпе ҫӳрет.

Турхан ялӗнче вӑл художник-педагог Алексей Афанасьевич Кокель профессор ҫуралнӑранпа 140 ҫул ҫитнине халалланӑ савӑнӑҫлӑ мероприятие хутшӑннă.

Паллӑ  кун художник тӑван ялĕнче А.А. Кокелӗн  Музей ҫурчӗ уҫӑлнӑ, вӑл республика пӗлтерӗшлӗ культура объекчӗ шутланать. Ҫурта 4 млн тенкӗлĕх ҫĕнетнĕ, ăна Чӑваш автономи облаҫӗне йĕркеленĕренпе 100 ҫул ҫитнине халалласа пурнăҫланă.

Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗн тивĕҫĕсене вăхăтлăх пурнăҫлакан Олег Николаев ҫурта юсаса ҫӗнетни республикăшăн пысӑк пӗлтерӗшлӗ пулӑм тенӗ. Чӑваш халӑх йӑлипе "ниме" йĕркипе музейĕн территорине тирпей-илем кӗртме укҫа-тенкӗ пухнӑ район ҫыннисене тав тунă.

Художника хисеплекенсен ячĕпе Олег Николаев Алексей Кокелӗн статуэткине музей ĕҫченĕсене парса чыс тунă.

"Пирĕн пурнăҫра ӳнерҫĕсен культури пысӑк пӗлтерӗшлӗ, кăмăл-туйăма пуянлатать. Художник хӑйӗн ӳкерчĕкĕсем урлӑ ҫутҫанталӑкӑн, этемĕн илемне, культура, халăх пуянлӑхне пӗлтерет. Ҫитес ăрăвăн ăс-хакăл тĕнчине пуянлатма та витĕм кӳрет", – палӑртнă Чăваш Ен Пуҫлӑхӗн тивĕҫĕсене вăхăтлăх пурнăҫлакан Олег Николаев.

Алексей Кокелӗн пултарулӑхӗ чӑваш халӑхӗн культурин уйрӑлми пайӗ пулнине палӑртнӑ Олег Николаев. Чапа тухнӑ художник пӗтӗм чун-чӗререн хӑйӗн ӗҫне пурнăҫланă. Пӗчӗк тӑван ҫӗршывран тухса кайсан вӑл тӑван тавралӑха тата унӑн йӑли-йӗркине ӗмӗрĕпех юратма пуҫланӑ. Ҫавӑн пекех вӑл хӑйне вӗрентекен пек тытнă. Унӑн ӗҫӗсем пӗтӗм тӗнчипе сарăлнă, халăх юратать, пĕтĕм кăмăлпа курса хаклать.

Чӑваш халӑхӗ хӑйӗн ентешӗпе мăнаҫланать, ҫамрăксене унăн паха тĕслĕхне тĕпе хурса пыма вĕрентет. Турхан ялӗнче ҫулсеренех пӗтӗм тӗнчери Кокель пленэрӗ иртет, унта паллӑ художниксем ӑсталӑх урокĕсем ирттереҫҫӗ.

"Чаплӑ ентешсене асра тытатпӑр тата вӗсенчен тӗслӗх илетпӗр пулсан ыранхи кун тата та лайăхрах пуласси те куҫкĕретех. Пурнăҫ епле пуласси - пĕтĕмпех хамăртан килет ", – тенĕ Олег Николаев.

Савӑнӑҫлӑ мероприятинче Патӑрьел районӗнче пурӑнакан ветерансене Тăван ҫĕршывăн Аслă вăрҫинче Ҫĕнтерӳ тунăранпа 75 ҫул ҫитнине халалласа медаль парса чысланă.  Паллă пулăма паян Раҫҫей Федерацийĕн Патшалăх Думин депутачĕ, финанс енĕпе ĕҫлекен Комитетăн председателĕ Анатолий Аксаков, Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн ҫумĕ – ял хуҫалăх министрĕ Сергей Артамонов, Чăваш Республикин культура министрĕн тивĕҫĕсене пурнăҫлакан Роза Лизакова, Совет тата Раҫҫей ученӑйӗ, зоолог, биологи наукисен докторӗ, М.В. Ломоносов ячӗллӗ Мускаври патшалӑх университечӗн географи факультечĕн профессорĕ Николай Дроздов, Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашӗн депутачӗсем, вырӑнти хӑй тытӑмлӑх органӗсен ертӳҫисем тата ыттисем те хутшăннă. Уявӑн хисеплӗ хӑнисем Алексей Афанасьевич Кокелӗн тӑванӗсем пулнă.

Фоторепортаж



13 марта 2020
15:10
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter