Регион ертӳçи шкулта тăван чĕлхене вĕрентес методикăсене тарăнрах пăхса тухма сĕннĕ

Пуш уйăхĕн 12-мĕшĕнче Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн 38-мĕш сессийĕн 2-мĕш тапхăрĕн ĕçĕ вăхăтĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Олег Николаев Конституцие улшăнусем кĕртесси çинчен калакан саккун майлă пулнă.

Çавăн пекех регион ертӳçи икĕ енĕпе тăрăшарах ĕçлемеллине палăртнă. Чи малтанах ку — халăх влаçĕн пĕрлехи тытăмне йĕркелесси. Иккĕмĕшĕ — тăван чĕлхе аталанăвĕн ыйтăвĕ. Олег Николаев палăртнă тăрăх, Конституцире патшалăх чĕлхи вырăс чĕлхи пулни çинчен каланă, çав вăхăтрах регионсен те хăйсен патшалăх чĕлхине çирĕплетме тата ăна аталантарма ирĕк пур.

«Конституцире пирĕн тăван патшалăх чĕлхин тата унăн аталанăвĕн правине тепĕр хут çирĕплетнĕ пулсан пирĕн чĕлхене аталантарасси тата упраса хăварасси çинчен калакан çĕнĕ документ пирки çеç мар, чĕлхе аталантăр, ӳсекен ăру унпа кăсăклантăр тесе уйрăм йышăнусемпе те ĕçлемелле. Ку тĕлĕшрен çамрăк ăрăвăн тĕрлĕ ӳсĕмĕнче тăван чĕлхене вĕрентес методикăна тарăннăн пăхса тухмалла. Эппин, вĕрентӳ ĕçне çĕнĕлле йĕркелемелле. Çав шутра интерактивлă мелсемпе те усă курмалла, мĕншĕн тесен ун пек ачасем лайăхрах ăнланĕç, нумайрах пĕлĕç», — тенĕ вăл.

www.hypar.ru

 



Республикăра тухса тăракан хаçат "Хыпар"
13 марта 2020
15:20
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter