Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗн тивĕҫĕсене вăхăтлăх пурнăҫлакан Олег Николаев Раҫҫей Федерацийӗнче регионсене аталантарассипе ĕҫлекен Правительство комиссийӗн йышне кӗнĕ

Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗн тивĕҫĕсене вăхăтлăх пурнăҫлакан Олег Николаев Раҫҫей Федерацийӗнче регионсене аталантарассипе ĕҫлекен Правительство комиссийӗн ҫӗнетнӗ йышне кӗнĕ. Кун пирки документа ( Хушӑва) Раҫҫей Федерацийĕн Правительствин Председателӗ Михаил Мишустин алӑ пусса ҫирĕплетнĕ.

Правительство комиссине РФ Правительствин Председателӗн Ҫумĕ Марат Хуснуллин ертсе пырӗ. Унӑн ҫумӗсем пулма РФ экономика аталанӑвӗн Министрне Максим Решетникова, РФ финанс Министрне Антон Силуанова тата РФ строительство тата пурӑнмалли ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑх Министрне Владимир Якушева палӑртнӑ.

Регионсене аталантарассипе ĕҫлекен Правительство комиссийӗн тӗп тӗллевӗ - Раҫҫей Федерацийӗпе субъектсен ĕҫ тăвакан влаҫ органĕсем хушшинчи ĕҫлĕ ҫыхăнусене сарасси,  бюджетпа  ҫыхăннă тĕрлĕ ыйтусене татса панӑ чухне федераци тата регионти ӗҫ тӑвакан влаҫ органӗсем пӗр-пӗринпе хутшӑнса ӗҫленине йӗркелесси пулса тӑрать.

Унсӑр пуҫне Правительство комиссийӗ стратегилле планлас ӗҫ енӗпе ҫӗршыври федерацин ӗҫ тӑвакан влаҫ органӗсен тата ҫӗршыври патшалӑх влаҫӗн чи пысӑк ӗҫ тӑвакан органӗсен ӗҫ-хӗлне координацилес ӗҫĕн пӗрлехи механизмсене лайӑхлатать тата вӗсене йĕркелесе пырать.



16 марта 2020
09:40
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter