Олег Николаев республикӑри предприятисемпе пурнăҫланакан килӗшӳсене тишкерме хушнă

Олег Николаев поручил проанализировать соглашения государственно-частного партнерства с предприятиями республикиҪак ыйтăва паян, пуш уйӑхӗн 16-мӗшӗнче, республика Правительствин членӗсемпе, федераци влаҫӗн территори органӗсен тата ытти муниципалитетсен ертӳҫисемпе, планерка ирттернӗ вӑхӑтра пуҫарнă.

Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗн тивĕҫĕсене вăхăтлăх пурнăҫлакан Олег Николаев ыйтăва эрне вĕҫлениччен уҫăмлатма каланă. Сăмах май, иртнĕ эрнере ĕҫлĕ визитпа хăш-пĕр муниципалитетсене ҫитсе килнине асăннă,  йывăрлăх кăларса тăратакан ыйтусем пирки чарăнса тăнă.

 "Пирӗн калăпăр, Вăрнарти "Август" фирмӑпа килӗшӳсем пур. Анчах та ҫак килӗшӳсене яланах, пуринчен ытла республика енчен, йӗркеллӗн пурнӑҫламаҫҫӗ. Ҫавӑнпа та ку тĕлĕшпе Чӑваш Республикин мӗнпур организаципе килӗшӳсене тишкерсе тухма ыйтатӑп",- палӑртнӑ Олег Николаев.

Ларура ҫавӑн пекех Чӑваш Республикин социаллӑ пурнӑҫпа экономика аталанӑвӗн малтанхи пӗтӗмлетӗвӗсене тата Чӑваш Республикин республика бюджетне 2020 ҫулта кăрлач-нарăс уйӑхӗнче епле пурнӑҫланине сӳтсе явнӑ.

Чӑваш Республикин Министрсен Кабинечӗн Председателӗн ҫумĕ - Чӑваш Республикин финанс министрӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫлакан Михаил Ноздряков хăйĕн сăмахĕнче Чӑваш Республикин республика бюджечӗ тупӑшсем енӗпе 9032,0 миллион тенкӗ калӑпӑшпа пурнӑҫлани ҫинчен каласа панă.

Чӑваш Республикин республика бюджечӗн тӑкакӗсен пайĕ пуш уйӑхӗн 1-мӗшӗ тӗлне 5586,4 миллион тенкӗ, ҫав шутра социаллӑ пурнӑҫпа культура сферине 4790,9 миллион тенкӗ уйӑрнине хыпарланă ведомство ертӳҫи.

Чӑваш Республикин республика бюджечĕ  пуш уйӑхӗн 1-мӗшӗ тӗлне 3445,6 миллион тенкӗ профицитпа пурнӑҫланнӑ.

Чӑваш Республикин Министрсен Кабинечӗн Председателӗн ҫумĕ - Чӑваш Республикин экономика аталанӑвӗн тата пурлӑх хутшӑнӑвӗсен министрӗ Иван Моторин промышленноҫ производствин индексӗ 2020 ҫулта кӑрлач-нарăс уйӑхӗсенче 108,9% танлашнӑ, ҫав шутра тирпейлекен производствӑсем енӗпе - 112,2% тесе хыпарланă. Промышленноҫ комплексӗн организацийӗсем туса хатӗрленӗ продукци калӑпӑшӗ 32,9 миллиард тенкӗпе танлашнӑ.

Ял хуҫалӑх продукцийӗн производствин индексӗ 2020 ҫулта кăрлач-нарăс уйӑхӗсенче 100,5% танлашнӑ.

Фоторепортаж



16 марта 2020
14:01
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter