Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗн тивĕҫĕсене вăхăтлăх пурнăҫлакан Олег Николаев Вӑрнарти "Август" АО фирма 90 ҫул ҫитнине халалласа ирттернĕ савăнăҫлă мероприятине хутшăннă

Олег Николаев поздравил коллектив Вурнарского завода смесевых препаратов с 90-летием со дня основания предприятияПуш уйӑхӗн 15-мӗшӗнче Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗн тивĕҫĕсене вăхăтлăх пурнăҫлакан Олег Николаев "Август" АО фирма 90 ҫул ҫитнине халалласа ирттернĕ савăнăҫлă мероприятине хутшăннă.  Вăрнарти предприяти ӳсен-тăрансене хӳтĕлемелли хими препарачĕсене тирпейлесе кăларассипе тăрăшать.

Регион ертӳҫи хăйĕн сăмахĕнче заводăн ҫитĕнĕвĕсем паха специалистсемпе, ĕҫ ушкăнĕ хăйне шанса панă ĕҫе ҫӳллĕ шайра пурнăҫласа пынипе пулнине каланă.

  "Сирӗн завод Чӑваш Ен экономикин локомотивӗсенчен пӗри тата пӗтӗм тӗнчипе паллӑ. Эсир пирӗншӗн питӗ хаклӑ", - палӑртнă республика Пуҫлӑхӗн тивĕҫĕсене вăхăтлăх прнăҫлакан.

Олег Николаев Вӑрнар поселокӗнче ӗҫлекенсем тӗлӗшпе компани сахал мар витĕм кӳрсе пырать тенĕ. Юлашки пиллӗк ҫул хушшинче социаллӑ проектсемпе спонсор акцийӗсене 650 миллион тенкӗлĕх пурнăҫа кĕртнĕ. Ҫав шутра сывлӑха ҫирӗплетмелли комплекс хута янă, спортклубпа футбол командисен йышне тĕрев панă, парксен территорийĕсене юсаса ҫӗнетсе пынă. "Ҫак ĕҫсем пĕтĕмпех муниципалитет аталанӑвне пысӑк витĕм кӳреҫҫĕ", - палӑртнӑ вӑл.

Регион ертӳҫи завод ĕҫченĕсене ырлăх-сывлăх суннă, компанине малашне те ҫитĕнӳсемпе палăрса пыма чĕнсе каланă.

Республика Пуҫлӑхӗн тивĕҫĕсене вăхăтлăх пурнăҫлакан тав сӑмахӗсене ҫавăн пекех завод ветеранӗсене те каланă.  Вӑрҫӑ ҫулӗсенче хӑйсене шеллемесӗр ӗҫлени паянхи куншăн пысăк пĕлтерĕшлĕ пулнине тата вĕсен пуян опычĕ ҫамрӑк ӑру валли тӗслӗх пулса тӑнине палăртнă.

Ӗҫтешсене "Август" АО Фирма филиалӗн директорӗ Владимир Свешников ӑшшӑн саламланă. Вӑл 90 ҫулти заводăн ĕҫ-хĕлĕ пирки тĕплĕн чарăнса тăнă.  Паян "Август" компани хӑватлӑ предприяти шутланать. Компани ял хуҫалӑх таварӗсем туса илекенсем, ҫавӑн пекех килти хушма хуҫалӑхсемпе  ĕҫлекенсем валли ӳсен-тăрансене сыхлама пестицидсем 100 ытла ятпа кӑлараҫҫӗ. Юлашки 5 ҫул хушшинче "Август" АО фирма республика территорийӗнче тӗп капитала инвестицилеме 1,6 миллиард тенкӗ ытла янӑ.

Паллă кун предприяти ĕҫченĕсене ытти хăнасем те саламланă.

Савăнăҫлă уявра пысăк хисепе тивĕҫнĕ ĕҫченсене патшалăх наградисене парса чысланă.  

Фоторепортаж



16 марта 2020
08:29
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter