Чӑваш Республикин пысăк производствисенче медицина маскисене кăларма пуҫлас ĕҫе йӗркелеме сĕннĕ Олег Николаев

Олег Николаев предложил организовать выпуск медицинских масок на производственных мощностях Чувашской РеспубликиПуш уйăхĕн 16-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуҫлăхĕн тивĕҫĕсене вăхăтлăх пурнăҫлакан Олег Николаев кашни эрнере пулакан ĕҫлĕ планеркăна ирттернĕ.  Кун йĕркине кĕртнĕ тĕп ыйтусенчен пĕри – коронавирус инфекцийĕсем сарăласран сыхă тăрасси, кирлĕ пек профилактика ĕҫĕсене йĕркелесе пырасси. Паянхи пурнăҫра усал чир пирки тăтăшах тĕрĕс мар хыпарсем халăх хушшинче сарнине палăртнă ертӳҫĕсем.  Медицина учрежденийĕсенче ҫителĕксĕр таран маскăсем пулнине ҫынсем час-часах пĕлтереҫҫĕ. Ку тĕлĕшпе ыйтусем нумай тесе каланă вăл сăмаха малалла тăснă май.  

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗн  тивĕҫĕсене вăхăтлăх пурнăҫлакан ытти регионсен паха ĕҫ опытне тĕпе хума чĕнсе каланă, уйрăмах Пенза облаҫĕнче палăртнă ĕҫе кирлĕ пек йĕркеление хыпарланă. Медицина маскисене вырăнти предприятисем калăпласа кăларма витĕм кӳреҫҫĕ тенĕ вăл сăмаха ҫавăрса.

"Дефицит тесе юриех уйрӑм граждансем сăмах сараҫҫĕ. Раҫҫей Федерацийӗнче ҫителĕклĕ таварсем пулнине статистика ҫирĕплетсе парать. Хăш-пĕр предприятисем кăлтăксем кăларса тăратаҫҫĕ, тавара хаклатса яма тăрăшаҫҫĕ.  Кун пек тĕслĕхсем пачах та тума юрамасть, спекуляци те сисĕнкелет», - тесе палăртса каланă Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗн тивĕҫĕсене вăхăтлăх пурнăҫлакан Олег Николаев.



16 марта 2020
11:38
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter