Олег Николаев Мускавра Чӑваш Енĕн инвестици вăй-хăвачĕпе паллаштарнă

Олег Николаев представил в Москве инвестиционный потенциал ЧувашииПуш уйӑхӗн 17 - мӗшӗнче Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗн тивĕҫĕсене вăхăтлăх пурнăҫлакан Олег Николаев Мускавра ĕҫлĕ визитпа пулнă май, ирхи апатлану мелĕпе йĕркеленĕ канашлăва хутшăннă. Уҫă калаҫăва ертӳҫĕсем,  бизнес тытăмĕнче вăй хуракансем пухăннă.

 Чи малтан Олег Николаев Чӑваш Республикин аталанӑвӗн ҫул-йĕрĕсем пирки каласа панă, инвестици явăҫтарма йĕркеленĕ условисем ҫинчен чарăнса тăнă.  

Раҫҫей  Федерацийĕн Патшалӑх Думин депутачĕ, Финанс рынокӗпе ӗҫлекен Комитетăн председателӗ Анатолий Аксаков Чӑваш Республикин Аслӑ экономика канашӗн председателӗ  пулнă май,  хăйĕн сăмахĕнче  региона аталантармалли программа, Чăваш Республикине экономика аталанӑвӗпе ҫынсене пурăнма кирлĕ пек условисем йĕркелесе тăрассин кăтартăвĕпе чи ăнăҫлă субъект  Раҫҫей Федерацийĕнче пулса тăма витĕм кӳрессине палăртнă.  Ытти регионсемшĕн Чăваш Ен тĕслĕх вырăнĕнче пулса тăрасси те пĕрре те иккĕлентермест тенĕ вăл сăмаха малалла тăснă май.

"Ҫак программӑна хатӗрлеме  паха специалистсем ĕҫе тытăннă. Вĕсем хăй вăхăтĕнче Тутарстана, Пушкӑртстана аталантармалли программӑна хатӗрленӗ. Вăл ĕҫе вырăнти специалистсене те явăҫтарнă.  Ҫĕртме уйăхĕнче ҫĕнĕ программăна эпир презентацилеме плана кĕртнĕ", - тесе ырă хыпара каланă Анатолий Аксаков.

Олег Николаев бизнеспа влаҫ органӗсен тухӑҫлӑ коммуникацийӗсене туса хурас ыйту ҫине пысăк тимлĕх уйăрма палăртса хунине пĕлтернĕ.

"Регион Пуҫлӑхӗшӗн инвесторсемпе ӗҫлес ыйту чи пысăк пĕлтерĕшлисенчен пĕри. Ҫавӑнпа та эпир инвесторсемпе тӗрлӗ коммуникацисем тӑвӑпӑр. Эпӗ Чӑваш Республикин аталанӑвӗн коллегийĕсен органĕн Корпорацине  ертсе пыма хатĕр.  Инвесторсемпе яланах  ĕҫлĕ ҫыхӑнăва тытса пыма, региона ҫĕнĕлле аталантарма тăрăшăп", - палӑртнă шухăша Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗн тивĕҫĕсене вăхăтлăха пурнăҫлакан.

Ҫавӑн пекех вӑл республикӑра влаҫ органӗсемпе халӑх хушшинче паха ҫыхăнусем йӗркеленнине асӑннă. Ҫывӑх вӑхӑтра граждансен тӗрлӗ сӗнӗвӗсемпе ыйтӑвӗсем ҫине туххăмрах хуравлама ятарлă тытăм йĕркелеме плана кĕртнĕ тенĕ вăл сăмаха малалла тăснă май.

Тӗлпулӑва хутшӑнакансене кӑсӑклантаракан тепӗр ыйту - Чӑваш Енĕн тулашри экономика ӗҫ-хӗлĕ. Канашлура ҫавăн пекех республикӑра коррупципе кӗрешес ӗҫе мӗнле йӗркеленине, пӗчӗк бизнес валли йышӑнакан паха енсене сӳтсе явнă. Экологи, "ҫӳп-ҫап" реформине пурнӑҫламалли йĕрке, туризм ыйтăвĕсем те кун йĕркинчех тăнă.

Чӑваш Ен – хӑйне евӗрлӗ регион,  тĕлĕнмелле паха культурӑпа  ыттисенчен уйрăлса тăнине асăннă Олег Николаев. Ҫывӑх вӑхӑтрах Раҫҫейшӗн, ют ҫӗршыв турисчӗсемшӗн  республика илӗртӳллӗ пулса тӑрассине палăртнă.

"Шупашкар хулисӗр пуҫне пирӗн республикӑра тата ытти чаплă хуласемпе районсем пур: Куславкка, Сӗнтӗрвӑрри, Етӗрне, Улатӑр. Вӗсенчен кашнийӗ хӑйне евӗрлӗ. Теплоходсем чарӑнса тӑма, туристсем анма пултарччӑр тесе Куславккапа Сӗнтӗрвӑрринче  объектсем тума кăҫал пуҫласшӑн", - шантарнă Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗн тивĕҫĕсене вăхăтлăх пурнăҫлакан.

Канашлура коронавирус инфекцийĕ сарăласран пурнăҫланă профилактика ĕҫĕсем пирки те чарăнса тăнă. Олег Николаев регионта Оперативлă штаб йĕркеление хыпарланă. Паянхи кун тĕлне республикăра коронавирус чирĕпе аптракансем ҫук тесе ҫирĕплетеҫҫĕ специалистсем тенĕ ертӳҫĕ.   "Эпир  кирек-епле чир-чĕрпе те кĕрешме тата ăна сирсе яма хатĕр. Ӗнер республикӑри чылай аслă вӗренӳ  учрежденийĕсенче  студентсене дистанци вӗрентӗвне куҫарнă, массӑллӑ мероприятисем ирттерессине пăрахăҫланă", - пĕлтернĕ  Олег Николаев.

 

Фоторепортаж



17 марта 2020
16:49
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter