Олег Николаев Мускавра командировкӑра ĕҫлĕ визитпа пулать

Пуш уйӑхӗн 17-18-мӗшӗсенче Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗн тивĕҫĕсене вăхăтлăх пурнăҫлакан Олег Николаев Мускавра ĕҫлĕ визитпа пулать, тĕлпулусем ирттерет, канашлусене хутшăнать.  

Пуш уйӑхӗн 17-мӗшӗнче Олег Алексеевич ирхи апатлану мелĕпе йĕркеленĕ ĕҫлĕ канашлăва хутшăнать, вӑл Marriot Royal Aurora иртет. Мероприяти тӗп тӗллевӗ - бизнеспа регионти влаҫ органӗсен тухӑҫлӑ ҫыхӑнӑвне йĕркелесси, регионсен инвестици майӗсене палӑртасси. Мероприятие йӗркелекенӗ - Менеджерсен Ассоциацийӗ - никама пӑхӑнман общество организацийӗ.

Паян Олег Алексеевич ҫавăн пекех "Россельхозбанк" АО Правленийĕн Председателĕпе Борис Листовпа тĕлпулу ирттерме палăртнă. Ертӳҫĕсем уҫă калаҫу вăхăтĕнче ҫăмăллăх условийĕсемпе республикăри аграри тытăмне кредитсемпе тивĕҫтересси пирки ыйтăва сӳтсе явĕҫ.   



17 марта 2020
08:15
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter