Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗн тивĕҫĕсене вăхăтлăх пурнăҫлакан Олег Николаев " Россельхозбанк" АО ертӳлĕхĕпе тĕл пулнă

Врио Главы Чувашской Республики Олег Николаев встретился с руководством АО «Россельхозбанк»Пуш уйӑхӗн 17-мӗшӗнче Мускавра иртнӗ ӗҫ тӗлпулӑва банк Правленийӗн Председателӗн пӗрремӗш ҫумĕ Ирина Жачкина, Правлени Председателӗн ҫумĕ Алексей Жданови  тата Денис Константинов, Раҫҫей  Федерацийĕн Патшалӑх Думин депутачĕ, Финанс рынокӗпе ӗҫлекен Комитетăн председателӗ Анатолий Аксаков, Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн ҫумĕ – РФ Президенчĕн Чăваш Республикинчи полномочиллĕ представителĕ Петр Чекмарев,   Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн ҫумĕ – ял хуҫалăх министрĕ Сергей Артамонов, ҫавӑн пекех Россельхозбанкӑн Чӑваш Ен регионĕнчи филиалӗн директорӗ Ирина Письменская хутшӑннă. Ертҫĕсем калаҫу вăхăтĕнче «Новочебоксарский» теплица комплексĕн строительство ĕҫĕ пирки сӳтсе явнă, инвестициллĕ проекта пурнăҫа кĕртсе пырассине пăхса тухнă.   

Ирина Жачкина палӑртнӑ тӑрӑх, "Ҫӗнӗ Шупашкар" теплица комплексӗ – стратегилле пӗлтерӗшлӗ утӑм. Ҫавнашкал технологи шайӗнчи агрокластерсем тӑван ҫӗршыв агропромышленноҫ комплексӗ мӗнле аталаннине кӑтартса параҫҫӗ, Россельхозбанк пахча ҫимӗҫ туса илессине ĕҫлекен комплекса яланах  витĕм кӳме хатĕр тесе асăннă.

Аса илтеретпӗр, Шупашкар районӗнче теплица комплексӗн пӗрремӗш тапхăрĕпе 2019 ҫулта кӗркунне ĕҫе пуҫланă. Иккӗмӗш черетпе хута ярас ĕҫ планпа килĕшӳллĕн 2020 ҫул вӗҫӗнче пулмалла. Теплицӑсен пӗтӗмӗшле лаптӑкӗ 22 га, комплексра тăрăшакан специалистсен шучӗ – 450 танлашать.  Предприятинче ҫулталӑкра 20 пин тонна яхӑн  пахча ҫимĕҫ пуҫтарса илме палӑртнӑ.

Тӗлпулура аграри тытăмне ҫăмăллăх кредичĕсемпе пулăшасси пирки, ял ипотекисем ҫинчен калаҫса килĕшнĕ тата ытти тĕрлĕ ыйтусене сӳтсе явнă уҫă калаҫу вăхăтĕнче.

"Чӑваш Республикинче ял хуҫалӑх пайĕнче ҫӑмӑллӑхлӑ кредит илессипе договорсене 70 процента яхăн шӑпах та Россельхозбанкпа тунӑ. Россельхозбанк ҫулран ҫулах чӑваш аграрийӗсен чи шанчӑклӑ партнерĕ пулса тăрать", - палӑртнă хăйĕн сăмахĕнче Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗн тивĕҫĕсене вăхăтлăх пурнăҫлакан Олег Николаев.

Калаҫӑва хутшӑнакансем ял территорийӗсене Комплекслӑн аталантармалли программӑна пурнӑҫламалли ыйту пирки те пăхса тухнă. Палӑртса хӑваратпӑр: " Россельхозбанк" АО Раҫҫей Ял хуҫалӑх министерствипе пӗрремӗш килӗшӳ тунӑ тата ял тăрăхĕсенче ĕҫлесе пурăнакансене ялти ҫӑмӑллӑхлӑ ипотекӑна пама пуҫланă.



18 марта 2020
08:13
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter