Медицина маскисене тирпейлесе кăларас ĕҫе Федерацин айăплав пурнăҫлав службин Чăваш Республикинчи управленийĕ хутшăнма хатĕр

К пошиву медицинских масок подключится УФСИН России по Чувашской Республике – Чувашии Медицина маскисене тирпейлесе кăларас ĕҫе  Раҫҫей УФСИНĕн Чăваш Енри Управленийĕ хутшăнма хатĕр. Кун пирки паян ырă хыпара Раҫҫей УФСИН Чăваш Республикинчи Управленийĕн пуҫлăхĕ Александр Робота паян Чăваш Республикин Пуҫлăхĕн тивĕҫĕсене вăхăтлăха пурнăҫлакан Олег Николаевпа ирттернĕ уҫă тĕлпулу вăхăтĕнче пĕлтернĕ.    

«Коронавирус ҫав тери пĕлтерĕшлĕ ҫивĕч ыйту пулса тăчĕ.  Раҫҫей Федерацийĕн Правительстви хушăвĕпе килĕшӳллĕн, медицина маскисемпе тивĕҫтерес ĕҫ пурин яваплăхĕ те. Пирĕн те ҫак ыйтăва татса парас ĕҫе хутшăнмалла» , - тесе каланă хăйĕн сăмахĕнче Александр Робота.

Пĕр пухăннă пек чухне паян тĕлпулура ертӳҫĕсем Раҫҫей УФСИН Чăваш Енри Управленийĕн пĕлтĕрхи ҫулшăн ĕҫ кăтартăвĕсене кĕскен пăхса тухнă. Таварсене иртнĕ ҫул ведомство 891 млн тирпейлесе кăларнине ырă хыпара пĕлтернĕ Раҫҫей УФСИН Чăваш Енри Управленийĕн пуҫлăхĕ.  Вĕсем патĕнче ытларах ял хуҫалăх таварĕсемпе, тимĕр-тăмăр, йывăҫран тĕрлĕ хатĕрсем калăплассипе, кĕпе-тумтир ҫĕлессипе тăрăшнине хыпарланă.  

«Паянхи кун тĕлне  ҫĕр ĕҫне 2500 га лаптăк ҫинче тирпейлесе тăратпăр.  Апат-ҫимĕҫ таварĕпе туллин хамăра тивĕҫтеретпĕр.  Аш-какай, пахча ҫимĕҫ, сĕт-ҫу ҫителĕклĕ.  Кăҫал ҫĕрулми те хатĕрлеме пултартăмăр.  Кӳршĕллĕ регионĕсене те паха таварсемпе тивĕҫтеретпĕр», - тесе сăмаха малалла тăснă ведомство пуҫлăхĕ.

Тĕлпулу вăхăтĕнче ытти ыйтусене те сӳтсе явнă, кирлĕ пек тивĕҫлĕ йышăнусем туса хăварнă.  

Фоторепортаж



19 марта 2020
10:36
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter