Чӑваш Республикин территорийӗнче коронавирус инфекцийӗ сарӑлассинчен асӑрхаттарас енӗпе ĕҫлекен Оперативлӑ штабӑн ларӑвне ирттернӗ

В Чувашии не зарегистрировано фактов заражения коронавирусной инфекциейПуш уйӑхӗн 19-мӗшӗнче Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗн тивĕҫĕсене вăхăтлăх пурнăҫлакан Олег Николаев  Чӑваш Республикин территорийӗнче коронавирус инфекцийӗ сарӑлассинчен асӑрхаттарас енӗпе ĕҫлекен Оперативлӑ штабӑн ларӑвне ирттернӗ.

Чӑваш Республикин сывлӑх сыхлавӗн министрӗн тивĕҫĕсене пурнăҫлакан Владимир Степанов хăйĕн сăмахĕнче,  пуш уйӑхӗн 19-мӗшӗ тĕлне республикӑра коронавирус инфекцийӗсемпе чирлекенсем  ҫук тесе хыпарланă. Кӑҫал кӑрлач уйӑхӗнчен пуҫласа медицина сӑнавӗнче пурĕ 272 ҫын тăнине асăннă вăл сăмаха малалла тăснă май. Шăпах та вĕсем, коронавирус сарăлнă территорийĕсенчен пирĕн тăрăха килсе ҫакланă тенĕ министр тивĕҫĕсене пурнăҫлакан. Вăл ҫынсене медицина ĕҫченĕсем ҫирĕп тĕрĕслевре тытнине палăртнă ведомство ертӳҫи.

Регион Ертӳҫин тивĕҫĕсене вăхăтлăх пурнăҫлакан  Олег Николаев  республика Правительстви  усал чир-чĕре хирĕҫ кĕрешессипе кирлĕ пек мĕнпур ҫирĕп мерăсене Чӑваш Енре йышăнса хăварнине пĕлтернĕ. Калăпăр, регионта пуш уйăхĕн 18-мĕшĕнчен пуҫласа хатĕрлĕх режимне йышăннă. Спорт, культура мероприятисене ирттерме чарнă, вăхăтлăха вĕсене пăрахăҫланă. Халăх йышлăн пухăнакан вырăнсене асăрхава илнĕ.  

"Эпир апат-ҫимӗҫ рынокӗнчи лару-тӑрӑва тӗрӗслесе тӑма пуҫларăмăр. Малашне те  пирĕн ĕҫсене анлăрх пăхса тухмалла.  Лавккасенче таварсене ҫителĕклĕ халăх валли тăратмалла. Тепĕр тесен, социаллă пĕлтерĕшлĕ таварсен хакĕ ӳссе каясран ҫирĕп тĕрĕслеве ыйтăва илмелле», - тесе асăрхаттарса каланă Олег Николаев.

Регионти  аптекăсен сетьне ҫак кунсенче медицина маскисен ҫӗнӗ партийӗ килсе ҫитĕ, апла пулсан халăхăн пĕрре те пăшăрханма кирлĕ мар, республикăра пĕтĕмпех ĕҫсем йĕркеллĕ. Суя хыпарсенчен асăрханмалла, тивĕҫлĕ пĕлтерӳсене социаллă сетьре вуласа пĕлме тăрăшмалла. Официаллă ҫынсем палăртнă ыйту пирки кулленех халăха кирлĕ пек мĕнпур хыпарсемпе пĕлтерсех тăрĕҫ. 

Фоторепортаж



19 марта 2020
14:19
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter