Пуш уйӑхӗн 19-мӗшӗнче Чӑваш Енре ҫӗнӗ коронавирус инфекцийӗ COVID-19 ерекен чире тупса палăртнă

19 марта в Чувашии официально зарегистрирован первый случай заражения новой коронавирусной инфекцией COVID-19Регионти лару-тӑрăва Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗн тивĕҫĕсене вăхăтлăх пурнăҫлакан Олег Николаев, Чӑваш Ен Сывлӑх сыхлавĕн министерстви тата Роспотребнадзор Управленийӗн  специалисчĕсем ҫирĕп тĕрĕслевре тытаҫҫĕ.

Паянхи куна пĕр чирлĕ ҫынна регионта палăртнă. Пациента стационара изоляциленӗ бокса вырнаҫтарнă. Унӑн  сывлăхĕ аванах, чир-чĕр ҫӑмӑл формӑпа иртет. Медицина ĕҫченĕсем кирлĕ пек мĕнпур пулăшусене тивĕҫтереҫҫĕ.

Паллӑ ӗнтӗ, пациент Бразилирен Швейцари урлă Мускава, кайран вара Шупашкара ҫитнĕ. Медиксем  туххăмрах чире тупса палăртнă, сиплев учреждение вырнаҫтарнă. Роспотребнадзор Управленийӗн специалисчĕсем чирлĕ ҫын кампа ҫыхăну тытнă, вĕсене пурне те тĕплĕн тĕрĕсленĕ, COVID-19 вирусĕ ҫук тесе ҫирĕплетнĕ.  

Аса илтеретпӗр, паян Олег Николаев Чӑваш Республикин территорийӗнче коронавируса хирĕҫ кĕрешессипе ĕҫлекен Оперативлӑ штабӑн ларӑвне ирттернĕ. Республика Правительстви  Чӑваш Енре вирус сарӑласран сыхланма пулӑшакан ҫирĕп мерăсем  йышӑннă. Сӑмахран, пуш уйӑхӗн 18-мӗшӗнче Чӑваш Ен территорийӗнче хатӗрлӗх режимӗ йӗркеленӗ. Массӑллӑ мероприятисем ирттерме чарнă.

Чăваш Республика сывлӑх сыхлавӗн министрӗн тивĕҫĕсене пурнăҫлакан  Владимир Степанов палӑртнӑ тӑрӑх, республикӑри медицина организацийӗсем май килнӗ таран хатӗр тӑнине хыпарланă. Чирлисене сиплеме медицина хатĕрĕсем ҫителĕклĕ.

Регион Ертӳҫин тивĕҫĕсене вăхăтлăх пурнăҫлакан Олег Николаев ыйту ҫирĕп тĕрĕслевре пулнине хыпарланă.  Апат-ҫимӗҫ рынокӗнчи лару-тӑру йĕркеллĕ тенĕ вăл сăмаха малалла тăснă май.  

Регионти  аптекăсен сетьне ҫак кунсенче  медицина маскисем килсе ҫитĕҫ. Нимĕнле йывăрлăхсем те ҫук тенĕ специалистсем.

«Пирӗн пӗтӗмӗшле тӗллев – чир-чĕрсенчен кулленех сыхă тăрасси. Хальлĕхе пурте пирĕн тăрăхра пурăнакансем ют ҫĕршывсенчен каялла Чăваш Ене таврăнса пĕтеймен-ха. Пурин те асăрхануллă пулмалла, тимлĕхе ҫухатма юрамасть», - тесе чĕнсе калнă Чăваш Республикин Пуҫлăхĕн тивĕҫĕсене вăхăтлăх пурнăҫлакан Олег Николаев



19 марта 2020
17:42
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter