Чăваш Республикин Пуҫлăхĕн тивĕҫĕсене вăхăтлăх пурнăҫлакан Олег Николаев Раҫҫей Федерацийĕн ял хуҫалăх Министрĕпе Дмитрий Патрушевпа ĕҫлĕ тĕлпулу ирттернĕ

Олег Николаев обсудил вопросы развития АПК Чувашии с Министром сельского хозяйства Российской Федерации Дмитрием Патрушевым Пуш уйăхĕн 18-мĕшĕнче Мускавра Чăваш Республикин Пуҫлăхĕн тивĕҫĕсене вăхăтлăх пурнăҫлакан Олег Николаев ĕҫлĕ ҫул ҫӳревре пулнă. Унта вăл Раҫҫей Федерацийĕн ял хуҫалăх Министрĕпе Дмитрий Патрушевпа ĕҫлĕ тĕлпулу ирттернĕ.

Канашлăва унпа пĕрле Раҫҫей Федерацийĕн ял хуҫалăх Министрĕн пĕрремĕш ҫумĕ Джамбулат Хаутов, Министр ҫумĕсем Максим Увайдов, Елена Фастова тата  Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн ҫумĕ – ял хуҫалăх министрĕ Сергей Артамонов, Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн ҫумĕ – РФ Президенчĕн Чăваш Енри полномочиллĕ представителĕ Петр Чекмарев хутшăннă.  

Уҫă калаҫу вăхăтĕнче ертӳҫĕсем агропромышленноҫ комплексне аталантарассипе ҫыхăннă пысăк ыйтусене сӳтсе явнă.  Чăваш Республикинче ĕҫлекен предприятисем ҫĕршыв тулашне кирлĕ пек паха таварсем тăратаҫҫĕ, пылак ҫимĕҫе те май килнĕ таран тулашри рынока ăсатаҫҫĕ.    Пĕр пухăннă пек чухне сумлă ертӳҫĕсем патшалăхăн ҫăмăллăх кредичĕсем пирки те сăмахланă. АПК тытăмне витĕм кӳресси  яланхиллех приоритетлă ыйтусенчен пĕри пулса тăнине каланă вĕсем.  Ҫĕрĕн пурлăхне ӳстересси, ăна кирлĕ удобренисемпе имҫамласси те кун йĕркинче ҫивĕч тăракан ыйтусенчен пĕри. Тăпран пурлăхĕ пысăк пулсан, тыр-пул та ăнса пуласси куҫкĕретех тенĕ вĕсем. Ку хутĕнче ертӳҫĕсем «Чувашская государственная сельскохозяйственная академия» ФГБОУ ВО университет статусне пама май пуррипе ҫуккине пăхса тухнă. Енчен те академин статусне ылмаштарсан, условисем тата та лайăхланса пырĕҫ.  Аслă шкул студентсене пысăк пĕлӳ пама самай витĕм кӳрет. Унтан вĕренсе тухнă ҫамрăксем ҫĕршыври мĕнпур пысăк предприятисенче вăй хураҫҫĕ, ҫĕршыва юрăхлă ĕҫсем пурнăҫлаҫҫĕ.

Кунсăр пуҫне Дмитрий Патрушев тата Олег Николаев Чăваш Республикинче «Центральная научно-методическая ветеринарная лаборатория» ФГБУ йĕркелесе ярасси пирки ыйтăва сӳтсе явнă. Енчен те ĕҫе йĕркелесе ярсан, тĕпчев тата  лаборатори уйрăмĕсене хута яма меллĕ пуласса асăннă. Ыйтăва Россельхознадзор тишкерсе тухнă, ырласа хăварнă. Хальхи вăхăтра условисене йĕркелесе ярассишĕн уйрăм ĕҫсем пулса пынине палăртнă.

Фоторепортаж



19 марта 2020
08:15
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter