Чӑваш Республикин «Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗн суйлавӗ ҫинчен» тата Чӑваш Республикин «Чӑваш Республикин Пуҫлӑхне каялла чӗнсе илесси ҫинчен» калакан саккунӗсене улшӑнусем кӗртнӗ

Нарăс уйăхĕн 28-мӗшӗнче  Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗн тивĕҫĕсене вăхăтлăха пурнăҫлакан Олег Николаев Чӑваш Республикин «Чăваш Республикин Пуҫлăхĕн суйлавĕ ҫинчен» тата Чӑваш Республикин «Чăваш Республикин Пуҫлăхне каялла чĕнсе илесси ҫинчен» саккунӗсене улшăнусем кĕртесси ҫинчен калакан  ĕҫ хутне алă пусса ҫирĕплетнĕ.

Документра суйлавҫӑсене информацисемпе тивӗҫтерессипе тата  хаҫатсенче, телерадиовещани каналӗсенче тӳлевсĕр пичетленмелли-тухса калаҫмалли вăхăтсемпе ҫыхӑннӑ йӗркесене ҫĕнĕлĕхсем  тата ыттине те кĕртсе хăварнă.

 Улшӑнусем Чăваш Республикин Пуҫлӑхӗн должноҫне йышӑнма хӑйне хӑй кандидата тăратма май йӗркелеҫҫӗ.

Саккунпа килĕшӳллĕн Раҫҫей Федерацийӗн территорийӗнче пурӑнакан вырӑнта регистрациленмен суйлавҫӑсене, ҫавӑн пекех вахта меслечӗпе ӗҫлекенсене суйлава хутшӑнмалли правӑсемпе тивӗҫтереҫҫӗ.

Чӑваш Республикин "Чӑваш Республикин Пуҫлӑхне каялла чӗнсе илесси ҫинчен" калакан саккунпа килĕшӳллĕн, суйлав ирттернӗ чухне Раҫҫей Федерацийӗн патшалӑхăн "Суйлав"  автоматизациллĕ тытӑмӗпе кӑна мар, ытти информаци уйрăмĕсемпе те усӑ курма ирĕк пулĕ.

Аса илтеретпӗр, суйлавсене хатӗрленмелли ыйтăва Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗн тивĕҫĕсене вăхăтлăха пурнăҫлакан Олег Николаев Раҫҫей Федерацийӗн Патшалӑх Думин депутачĕпе Леонид Черкесовпа та тĕплĕн сӳтсе явнă.



02 марта 2020
10:04
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter